Жжёнов Георгий Степанович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Георгий Жжёнов
Ӳкерчĕк
Çуралнă чухнехи ят: Георгий Степанович Жжёнов
Çуралнă вăхăт: 1915, пуш, 22 (9)
Çуралнă вырăн: Петроград, Раççей империйĕ
Вилнĕ вăхăт: 2005, раштав, 8
Вилнĕ вырăн: Мускав, РФ
Професси: XX ĕмĕрти совет, раççей актёрĕ, прозăçи, мемуарисчĕ
Гражданлăх: ССРП
РФ
Хастар çулсем: 1931—2005
Театр:
Чыславсемпе парнесем:
«Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕх» II степеньлĕ орденĕ
«Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕх» II степеньлĕ орденĕ
«Тăван Çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕхĕн» IV степеньлĕ орденĕ
Ленин орденĕ — 1991 Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ
«Ĕç ветеранĕ» медаль
«Ĕç ветеранĕ» медаль
Ленинград 250 çул тултарнине асăнмалăх медаль
Ленинград 250 çул тултарнине асăнмалăх медаль
ССРП халăх артисчĕ— 1980 РСФСР халăх артисчĕ— 1973 РСФСР тава тивĕçлĕ артисчĕ — 1969 Васильев тăвансен ячĕллĕ РСФСР патшалăх парни — 1975 «Мускав умĕнчи тивĕçлĕх» палăрту палли

Мускав умĕнчи тивĕçлĕх палăрту палли

Жжёнов Георгий Степанович
Жжёнов Георгий Степанович

Гео́ргий Степа́нович Жжёнов (22.3.1915, Петроград, Раççей империйĕ — 18.12.2005, Мускав, РФ[1]) — совет тата раççей театрпа кино актёрĕ, литератор, мемуарист, пĕрлĕх ĕçченĕ. Васильев тăвансен ячĕллĕ РСФСР патшалăх премин лауреачĕ (1975), ССРП халăх артисчĕ (1980). Ленин орденĕн кавалерĕ(1991).

Пурнăçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2000

Георгий Жжёнов Тĕвер кĕпĕрнинчи хресчен çĕмьинче çуралнă. Ашшĕ-амăшĕ — Жжёнов Степан Филиппович тата Щёлкина Мария Федоровна.

Малтанхи 22 çулне Георгий Жжёнов Васильевски утравĕнче иртернĕ. 1930 çулхи çуркунне вăл физикăпа математикă шкулĕнче вĕренсе тухнă. Ун хыççăн Ленинградри эстрадăпа цирк техникумĕн акробатика уйрăмне вĕренме кĕнĕ. Вĕренме кĕнĕ чухне аслă пиччĕшĕн докуменчĕсене усă курнă. Çавăнпа та Борис Жженов пек паллă пулнă. Кайран кун çинчен каласа панă, анчах та унăн шӳтне каçарнă.

Циркра вĕреннĕ чухне ăна кино ĕçченĕсем асăрханă, «Паттăр йăнăшĕ» (Ошибка героя, 1932) фильма ӳкерĕнме чĕннĕ. Ку фильмра вăл Пашка Ветров тракторист рольне вылянă. Кинора ӳкерĕннĕ хыççăн Георгий цирка пăрахса Ленинградри сцена ӳнерĕн институтне вĕренме кĕнĕ. 1935 çулта института вĕренсе пĕтернĕ. Вĕреннĕ вăхăтра «Республикăн еткер принцĕ» (Наследный принц Республики), «Ылтăн çылăмсем» (Золотые огни), «Комсомольск», «Чапаев».

С.М. Кирова вĕлернĕ хыççăн унăн аслă пиччĕшне арĕслесе тĕрмене хупнă. Ашшĕпе амăшпе, тата йăмăкне Казахстана леçнĕ. Георгий Жжёнов кунпа килĕшмен, Казахстана кайман. «Комсомольск» (1938) фильма ӳкернĕ чухне АМру çинчи Комсомольска каймалла пулнă. Пуйăсра вăл америка çыннипе паллашать. Çак паллашăвшăн ăна шпионаж енĕпе айăпласа пилĕк çуллăха тĕрмене хупаççĕ. 1945 çулта ăна хăйне лайăх тытнипе ирĕке кăлараççĕ.

Георгий Жженов Свердловск киностудине лекет, анчах та 1949 çулта ăна каллех арĕслеççĕ те Норильска ăсатаççĕ. 1955 çулта унăн пĕтĕм айăпне каçарнă. Ленинграда таврăнать те Ленинград облаçĕн драма театрĕнче тата Ленсовет ячĕллĕ театрта актёр пулса ĕçлет. 1968 çулта вăл Мускава куçса Моссовет ячĕллĕ театрта ĕçлеме тытăнать.

Пултарулăхĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Театрти ĕçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ленканаш ячĕллĕ театр[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Театр имени Моссовета[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Литература[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Амелькина Анна. Лучший резидент российского кино // Молодёжь Эстонии : газета. — 2000. — 22 апреля.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ Ошибка: не задан параметр Шаблон:Para в шаблоне {{публикация}}. — Большая российская энциклопедия.
  2. ^ Георгий Жжёнов на сайте театра им. Моссовета

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]