Зайцев Александр Данилович
Зайцев Александр Данилович (29.11.1899, Эткер ялĕ, Етĕрне уесĕ, Хусан кĕпĕрни, Раççей империйĕ (халĕ Чăваш Енĕн Комсомольски районĕ — 23.2.1938) — журналист, профессор, пĕрлĕх/политика ĕçченĕ.
Я. М. Свердлов ячĕпе хисепленекен коммунизм университечĕн профессорĕ пулса ĕçленĕ[1].
Биографи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1899 çулхи чӳк уйăхĕн 29-мĕшĕнче халĕ Чăваш Енĕн Комсомольски районне кĕрекен Эткер ялĕнче çуралнă.
Етĕрне училищинче вĕреннĕ. Петроградри Зиновьев ячĕпе хисепленекен коммунистсен университетĕнче, хĕрлĕ профессура институтĕнче пĕлӳ пухнă. 1918 çултанпа Халнацкомĕн чăваш уйрăмĕн тата «Канаш» хаçатăн ĕçтеши.
Хĕрлĕ профессурăн институтне пĕтернĕ хыççăн «Правда» хаçатра тата «Большевик» журналта ĕçленĕ.
1933 çулта айăпсăр репрессине лекнĕ, 1938 çулхи кăрлачăн 23-мĕшĕнче персе вĕлернĕ.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Шингалова, В. Паллӑ журналист / В. Шингалова // Каҫал ен. — 2009. — 30 авӑн. — С. 2.
- Зайцев Александр Данилович // Энциклопедия Комсомольского района. — Чебоксары, 2009. — С. 208-209.
- Зайцев Александр Данилович // Энциклопедия чувашской журналистики и печати. — Чебоксары, 2014. — С. 146.
- Изоркин, А. В. Зайцев Александр Данилович / А. В. Изоркин // Краткая чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2001. — С. 165.
- Изоркин, А. В. Зайцев Александр Данилович / А. В. Изоркин // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2008. — Т. 2 : Ж-Л. — С. 33..