Зотова Галина Вячеславовна

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску
Disambig gray.svg Зотова хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Галина Зотова
Зотова Г.В.jpg
Галина Зотова
Çуралнă вăхăт: 1956 çулхи раштав, 1
Çуралнă вырăн: Кăкшăм ялĕ, Етĕрне районĕ, Чăваш АССР
Ĕçлев тĕсĕ: чăваш прозăçи
Ĕçсен чĕлхи: чăваш, вырăс

Галина Вячеславовна Зотова (1956 çулхи раштав уйăхĕн 1-мĕшĕ, Чăваш АССР, Етĕрне районĕ, Кăкшăм ялĕ çур.) — чăваш прозăçи.

Чăваш педагогика институчĕн ют чĕлхе факультетĕнче пĕлӳ пухнă. 2015-мĕш çулчен акăлчан чĕлхи вĕрентекенĕ пулса ĕçленĕ.

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Раштав уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Етĕрне районĕнчи Кăкшăм ялĕнче çуралнă. Ашшĕ колхоз пуçлăхĕ пулнă.

Галина Зотова – «Хатĕр пул» журналăн Марфа Трубина ячĕпе хисепленекен преми лауреачĕ (1996), Чăваш Республики çыравçисен пĕрлешĕвĕн пайташĕ (2008), Чăваш халăх ăс-хакăлĕпе ÿнер академийĕн членĕ (2011). Чăваш таврапĕлÿçисен пĕрлĕхĕн «Хисеплĕ таврапĕлÿçĕ» ята тивĕçнĕ (2011). Мĕнпур чăвашсен пĕрлĕхĕпе культура центрĕн Президиумĕн йышăнăвĕпе Галина Зотовăна «Чăваш наци культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята панă (2013).

Унăн кĕнекисем: «Галина, Ирина, Алина, Алеша  Зотовы «Çемье кăшăлĕ Юмахсем» (2000), «Ылтăнту» (2002), «Çăлтăрчăксем» (2007), «Выбор профессии с помощью английского языка» (2009), «Штанашский край. Краткая энциклопедия Штанашского сельского поселения» (2011), «Первая награда отца» (2014). Вăл пухса хатĕрленĕ «Тĕлĕнтермĕш юмахсем» (2007), «В.Г.Толстов-Атнарский тата вăл çырса илнĕ такмаксем» (2013) кĕнекесем кун çути курнă. «Краткая Красночетайская энциклопедия» (2004) тата «Красночетайцы на фронтах Великой Отечественной войны» (2005) кĕнекесен редколлеги членĕ. Республикăри «Астăвăм Память» кĕнекесен 2-мĕшпе 3-мĕш томсенче (2004, 2005), «Краткая Ядринская энциклопедия» (2006) статьясен авторĕ.

2013-мĕш çулхи ноябрь уйăхĕнчен пуçласа  «Тетте» журналти  «Виçĕ чĕлхе – виçĕ ăс» ятарлă страница авторĕ.

 Галина Зотовăна литературăри тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн Культура министерствин Хисеп Грамотипе (2005),Чăваш Республикин çыравçисен Пĕрлешĕвĕн Хисеп Хучĕпе (2012), «Учительская газета» дипломĕпе (2008), Культура министерствин Тав хучĕпе (2012), Чăваш халăх ăс-хакăлĕпе ÿнер академийĕн Хисеп Грамотипе (2013), «Республика» хаçатăн «Хисеп Грамотипе»(2012), чăваш халăх сайчĕн Хисеп Хучĕпе (2012), Чăваш кĕнеке издательстви Тав çырăвĕпе (2014), «Хыпар» издательство» çурчĕн Тав хучĕпе (2015), «Пирĕн пурнăç» хаçатăн Хисеп хучĕпе (1990) тата Тав сăмахĕпе (2015), «Тантăш» хаçатăн(1997,2004, 2005, 2006),«Тетте»(2006)«Çилçунат»(1994), «Самант»(2014) журналĕсен Дипломĕсемпе тата Хисеп Хучĕсемпе, Чăваш Ен» телерадиовĕн Тав хучĕпе(2006)  чысланă. Ăна «Краткая энциклопедия Красночетайского района» кĕнекене кăларма хастар хутшăннăшăн Хĕрлĕ Чутай администраци пуçлăхĕн Тав çырăвĕпе чысланă(2004).

Пултарулăх ĕçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Унăн пичетленсе тухнă кĕнекисем:

  • «Çемье кăшăлĕ Юмахсем» (2000);
  • «Ылтăнту» (2002);
  • «Çăлтăрчăксем» (2007);
  • «Выбор профессии с помощью английского языка» (2009).
  • «Штанашский край. Краткая энциклопедия Штанашского сельского поселения» (2011).
  • «Первая награда отца» (2014).

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • "Штанашский край. Краткая энциклопедия Штанашского сельского поселения" (2011)

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]