Контент патне куҫ

Зюганов Геннадий Андреевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Геннадий Андреевич Зюганов' (1944 çулхи çĕртме, 26, Орёл облаçĕнчи Мымрино ялĕ) — раççей политика ĕçченĕ, Компартисен союзĕ — ССКП Канашĕн председателĕ (2001 çултанпа), Раççей Федерацийĕн Коммунистсен партийĕн Тĕп Комитечĕн председателĕ (1995 çултанпа), РФКП Тĕп Ӗçтăвакан Комитет Президиумĕн председателĕ (1993—1995). Виçĕ хутчен Раççей Федерацийĕн президент ĕç вырăнне кĕресшĕн суйлава хутшăннă, кашнинче иккĕмĕш вырăн йышăннă (1996, иккĕмĕш тура тухнă, 2000 тата 2008).

Философи ăслăхĕсен тухтăрĕ; темиçе кĕнеке авторĕ, прессăра чылай публикаци кăларнă.

Вĕрентӳçĕ çемьинче Мымрино ялĕнче (Орёлтан 100 çм) çуралнă.

Ашшĕ, Андрей Михайлович Зюганов (1990 çулта вилнĕ), Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче артиллери расчет командирĕ пулнă, вăрçа вĕçленсен Мымрино вăтам шкулĕнче чылай вĕренӳ япалисене ертсе пынĕ, çав шутра ял хуçалăх пĕлĕвне те, ютçĕр чĕлхипе вырăс чĕлхипе литературăсăр пуçне. Амăшĕ — Марфа Петровна, 1915 çулта çуралнăскер — Мымрино шкулĕн пуçламăш класĕнче вĕрентнĕ.

Орёл облаçĕнчи Хотынец районĕн Мымрино вăтам шкулĕнчен 1961 çулта кĕмĕл медальпе вĕренсе тухса, унтах вĕрентӳçе пулса ĕçленĕ. 1962 çулта Орёл педагогика институчĕн физикăпа математика факультетне 1969 çулта вĕренме кĕрет, ăна вăл 1969 çулта палăрса вĕçлет. 1963—1966 çç. Совет çарĕнче, радиаци-хими разведкинче, хĕсметре. Асла пĕлӳ керменĕнче физикăпа математикăна вĕрентнĕ. Çав вăхăтрах профсоюз, комсомол, парти ĕçĕпе хăтланнă. 1966 çулта КПСС ретне тăрать. 1967 çултанпа комсомол ĕç-пуçĕнче, район, хула тата облаç суйлав ĕç вырăнĕнче тăрăшать.

Орёл педагогика институтĕнчен вĕренсе тухсан 19691970 çулсенче унтах вĕрентнĕ. 1972 çултанпа 1974 çула çити Орёл ВЛКСМ обкомĕн пĕрремĕш секретарĕн ĕçĕ вырăнĕнче. 1974—1983 çулсенче райком секретарĕ, ССКП Орёл хула комитечĕн иккĕмĕш секретарĕ, кайран — ССКП Орёл обкомĕн пропагандăпа агитаци пайĕн ертӳçи. Çав вăхăтрах 1973-77 çç. Орёл хула канашĕн депутачĕ, 1980 — 83 çулсенче— Орёл облаç канашĕн депутачĕ. 1978 — 1980 çулсенче тĕп уйрăмĕнче ССКП ТК çумĕнчи обществăллă ăслăхĕсен академийĕнче пĕлӳ пухнă, унти аспирантурăна экстерн меслечĕпе вĕçленĕ. 1980 çулта ăслăх кандидачĕн диссертацине ăнăçлă хӳтĕленĕ.

1983—1989 çулсенче Зюганов ССКП ТК агитаципе пропаганда пайĕнче инструктор, кайран сектор ертӳçи пулса ĕçленĕ. 1989—1990 çулсенче ССКП ТК идеологи пайĕн ертӳçин çумĕ пулса ĕçленĕ.

....

Монографисен авторĕ. Философи тухтăр диссертацине «Основные тенденции и механизм социально-политических изменений в современной России» темăпа хӳтĕленĕ. 1996—2004 çулсенче Раççей халăх-патриот пĕрлĕхĕнче. 2001 çултанпа Коммунистсен партисен союзĕ — Совет Союзĕн Коммунистсен партине ертсе пырать.

Мускавра 2-мĕш Тверская-Ямская урамри хваттерте регистациленĕ,[1] мускав тулашĕнчи Снегирьте патшалăхран арендăланă çуртра çулталăк тăршшипех [2],[3]. Пайăр дача çук.

Социаллă-политика курăмĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Зюганов шухăшĕпе, ССКП-ра «икĕ çунат, тупсăмĕпех каласан, икĕ юхăм» çирĕпленнĕ. Пĕрремĕшĕ Ленин, Сталин, Жуков тата Гагарин çуначĕ, иккĕмĕшĕ — Троцкий, генерал Власов, Ягода тата Берия çуначĕ[4].

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ http://ari.ru/doc/?id=2131 2005 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 26-мӗшӗнче архивланӑ.
  2. ^ http://www.informacia.ru/facts/zuganov/3.htm 2008 ҫулхи Ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче архивланӑ.
  3. ^ http://www.annews.ru/news/detail.php?ID=176284 2013 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче архивланӑ.
  4. ^ III съезд КПРФ// Материалы и документы. — М, 1995, с. 106

Шаблон:Кандидат-1996 Шаблон:Кандидат-2000 Шаблон:Кандидат-2008