Контент патне куҫ

Иртышев Иван Николаевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Иртышев Иван Николаевич, — сăвăç, тăлмач. 1918 çулхи утă уйăхĕн 18 халĕ Чăваш Енĕн Куславкка районне кĕрекен Елчĕк ялĕнче çуралнă. 1993 çулта вилнĕ.

Вăтам шкул хыççăн райхаçат редакциĕнче, Чăваш кĕнеки издательствинче ĕçленĕ.

Сăвăсем çырса хаçат-журналта, перлешӳллĕ кĕнекесенче пичетленнĕ. Вырăсларан классиксене сахал мар куçарнă. Вĕсен шучĕнче А. Пушкин, М. Лермонтов, С. Есенин, А. Ахматова, М. Цветаева сăввисем.

Сăввисемпе поэмисене «Эшĕн хумĕсем» (1978) кĕнекинче кăларнă. Çавăн пекех унăн сăввисемпе поэмисем «Чун хĕлĕхĕсем», «Куçарусем» кĕнекисенче тухнă.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]