Контент патне куҫ

Ишутов Михаил Якимович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ишутов хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Ишутов Михаил Якимович
Ишутов Михаил Якимович
Çуралнă чухнехи ят паллă мар
Çуралнă вăхăт 1749-мĕш çул
Çуралнă вырăн Чашлама ялĕ, Сĕве уесĕ, (хальхи Куславкка районĕ, хальхи Чăваш Ен), Хусан кĕпĕрни, Раççей империйĕ
Вилнĕ вăхăт 1820
Вилнĕ вырăн Хусан, Хусан кĕпĕрни, Раççей империйĕ
Пăхăнулăх Раççей империйĕ
Ашшĕ Яким
Амăшĕ паллă мар

Ишутов Михаил Якимович (1749, Чашлама ялĕ[1] - ăçта тата хăçан вилни паллă мар) — титулярлă канашçă, уес тата пĕтĕм Раçсей шайĕнчи тиек. Раççей шайĕ тени кунта вăл 1767-1769-мĕш çулсенче Сăваплă Синодра копиист пулса ĕçленине пĕлтерет.

Хальхи Куславкка районне (Чăваш Ен) кĕрекен Чашлама ялĕнче çуралса ÿснĕ. Ун чухне ку ял Хусан кĕпĕрничи Сĕве уесĕнче тăнă.

Хусанти çĕнĕ крешшĕнсен шкулĕнче тата, Вениамин (Пуцек-Григорович) ертсе пынипе, мăнастир шкулĕнче вĕренет. Санкт-Петербургри Сăваплă Синода, Андрей Алексеев шучĕпе, Вениамин архиерей пулăшнипе тата хушнипе çитме пултарнă пулинех. Çапла вара вăл Пĕрремĕш чăваш грамматикине (1769-мĕш çул) кăларас ĕçе те хутшăнма пултарнă.

1769-мĕш çул хыççăнхи пурнăçĕ паллă мар.

Ăçта вĕренни

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ăçта ĕçлени

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Сĕвери провинци канцелярийĕнче çыруçă пулăшавçи.
  • Сăваплă Синодра копиист.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Андрей Алексеев, темшĕн, хальхи Куславкка районне кĕрекен Пăрмас ялне асăнать.