Сĕве уесĕ
Сĕве уесĕ
|
Сĕве уесĕ — Хусан патшалăхĕ (1727 çултанпа - Хусан кĕпĕрни) йышĕнчи администраци-территориллĕ виçе. Уес хули — Сĕве.
Истори
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Уес Сĕве вăйпутлăхĕнчен йĕркеленсе каайнă.
1708 çулта уесе пăрахăçланă, Сĕвене Хусан кĕпĕрнине хушнă. 1719 çулта, кĕпернесене Петра I «Об устройстве губерний и об определении в оныя правителей» хутайĕпе провинцисене пайланă чухне, Хусан кĕпĕрнири Сĕве провинцине кĕртнĕ. 1727 çулта Сĕве уесне Сĕве провинцинче тепĕр хут туса хунă. Сĕве провинцине (1719 - 1780) Сĕве, Шупашкар, Çĕрпӳ, Чикмĕ, Кокшай тата Царевококшайск уесĕсем кĕнĕ.
XVII—XVIII ĕмĕрсенче (1781-чен) Сĕве уесне хальхи Чăваш Республикин тухăç тата кăнтăр-тухăç территорин чылай çĕрĕ тата Тутарстан Республикин Атăлăн сылтăм çыранĕнчи çĕрĕсем кĕнĕ. Уесе 10 чăваш вулăсĕ (Хозесан, Ута, Темĕш, Шихали, Ар, Карамамеевская, Эйпичи, Елчĕк, Энтри, Чекур) тата темиçе чăваш ялĕллĕ 4 тутар сотни (Князь-Аклычева, Князь-Ишеева, Князь-Темеева, Князь-Байбулатова) кĕнĕ.
1781 çулта Хусан кĕпĕрнине Хусан енлĕхĕ ята куçарнă, 1796 çулта каллех кĕпĕрнене тавăрнă. 1781 çулта Сĕве уесне вакланă: халĕ Чăваш Республикинчи çĕрсене, Хусан кĕпĕрнинчи Шупашкар, Çĕрпӳ Теччĕ уесĕсене, тата кăштах анчахрах туса хунă Пăва уесне Чĕмпĕр кĕпĕрнине панă.
1917 çул тĕлне хальхи Чăваш Енĕн территорине Сĕве уесĕнчи Ширдан вулăсĕн темиçе ялĕ çеç кĕнĕ.
1920 çулта Сĕве уесне пăрахăçланă, унăн территорине Тутар АССР йышĕнчи Сĕве кантонне панă.
Пурнан халăх
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1897 çулта çырнипе уесре 126 603[1] çын пурăннă, çав шутра вырăссем — 68,6 %, тутарсем — 29,9 %, чăвашсем — 1,5 %. Сĕве уес хулинче 2365 çын пулнă.
Паллă çынсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Ваисов Багаутдин (1810—1893) — булгаризм идейине пауçараканĕ, ваисов юхăмне йĕркелекенĕ тата ертӳçи.
- Гимади Хайри (1912—1961) — историк, истори ăслăхĕсен кандидачĕ.
- Шамов Афзал Шигабутдинович (1901—1990) — тутар совет литературине пуçараканĕ.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Свияжск // Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона: В 86 томах (82 т. и 4 доп.). — СПб.: 1890—1907.
- Список с писцовой и межевой книги города Свияжска и уезда письма и межевания Никиты Васильевича Борисова и Дмитрия Андреевича Кикина (1565—1567 гг.). — Хусан: Тип. Имп. Ун-та, 1909 — XIII. — 143 с.
- Старые карты Свияжского уезда
Хусан кĕпĕрнин уесĕсем | ||
---|---|---|