Йăлăм (Раççей регионĕ)
Йăлăм — Атăл, Урал, Çурçĕр Увал тата Каспиçумĕнчи айлăм хушшинче вырнаçнă çĕрсем. Тухăçра Çӳллĕ Йăлăма (чи çӳллĕ вырăн — 418 м), анăçри Лутра Йăлăма уйăраççĕ.
Çӳллĕ Йăлăм
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Çӳллĕ Йăлăм шутне Тури Чулман Атăл (çӳллĕшĕ — 337 м), Вятка Увалĕ (284 м), Пелепей-Пăкăльма (418 м таран), Тĕп Сăрт (405 м) сăртлăхсем кĕреççĕ. Çӳллĕ Йăлăмĕн никĕсĕ пермь чул тăприсенчен (хăйăр, сланец, тăм, мергель, акшар, доломитсем, гипс, кăнтăрта — мезозой тăмĕпе хăйăрĕ) тăрать. Çĕр питне чылай вырăнта çырма-çатра çурса пĕтернĕ; çӳлти ярусĕнче останец сăртлăхĕсем — шихансем, аялтинче — эрозиллĕ лаптаклă айлăмсем. Карст анлă сарăлнă.
Çӳллĕ Йăлăмăн хырлăхĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Лутра Йăлăм
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Лутра Йăлăм — айлăмлă (çӳллĕшĕ 125—150 м çитет) Атăлăн сулахай çыранĕ Хусантан Камышина çитиччен. Хăй вăл авалхи Каспийĕн кайнозойлă хăйăр-тăмлă тĕпĕллĕ тектоника авăнăвĕ пулать.
Атăл тăрăхĕпе — террасăсем, тухăç еннелле вĕсем айлăма куçаççĕ. Юханшывăн анлăшĕпе террассăсен пайĕ халĕ Куйбышев шывуправĕн шывĕнче.
Йăлăм çĕр пичĕ вăрманлă, вăрман-çеçенхирлĕ тата çеçенхирлĕ. Климачĕ континентлă.
Йăлăмра Атăл-Урал нефть-газ çĕрĕ вырнаçнă.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Коробков А. И., Михеев Ю. З., Суслов В. Е. По рекам Заволжья. — М.: Физкультура и спорт, 1980. — 152 с. — (По родным просторам). — 40 000 экз.
Ку Раççей географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |