Кăлнăк
Кăлнăк — сăсар йышне кĕрекен чĕрчун. Кĕлетки 30 см яхăн. Хӳри 15 см майлă. Кăлнăк сунара каçхине тухать. Ытларах кăшлакансемпе тăранса пурăнать, вĕçенкайăксене, çăмартисемпе чĕпписене çиет, пулă тытать. Хăш чухне шапа тытнине те асăрхама пулать. Сайра-хутра мулкача тапăнни те пулать. Çуллахи вăхăтра кăлнăк апатне çĕр çинче шырать, хĕлле вара, ытларах, шăшисене шыраса юр айĕн çӳрет. Йăвине кăлнăк тунката е çапă айне тăвать. Шăтăк тарăнăшĕ 1 метра çитет. Кăлнăксем нарăс-пуш уйăхĕсене пĕтĕçленеççĕ. Ами çу уйăх пуçламăшĕнче 4-10 çура тăвать. Пирĕн тăрăхра кăлнăк йышĕ пысăк.
Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Шаблон:Из ЭСБЕ
- Мускаври патшалăх университечĕн Зоологи музейĕн статьи Архивленĕ 5 Пуш уйӑхӗн 2016 çулта.
- Феррет центр сайтри статьясемпе ӳкерчĕксем Архивленĕ 7 Нарӑс уйӑхӗн 2008 çулта.
- Çĕпĕр зоологи музейĕн сайчĕнчи статья
- Ленинград зоопаркĕн сайчĕнчи статья Архивленĕ 27 Авӑн уйӑхӗн 2007 çулта.
- М. П. Розанов кăлнăк çинчен
- Экосистема сайтри статья
- А. Н. Северцов ячĕллĕ ИПЭЭ сайчĕ çинчи статья Архивленĕ 27 Авӑн уйӑхӗн 2007 çулта.
- Кăлнăк (Mustela sibirica) Архивленĕ 29 Кӑрлач уйӑхӗн 2009 çулта.
- Кăлнăк — Mustela sibirica Архивленĕ 13 Авӑн уйӑхӗн 2008 çулта.
- Кăлнăк çинчен