Контент патне куҫ

Кăтра Мишши

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Кăтра Мишши
Çуралнă вăхăт: 1911, чӳк, 6
Çуралнă вырăн: Тури Панкли ялĕ, Етĕрне уесĕ, Хусан кĕпĕрни, Раççей империйĕ (халĕ Чăваш Енĕн Муркаш районĕ)
Вилнĕ вăхăт: 1944, пуш, 6
Вилнĕ вырăн: Тернополь, Украина ССР, ССРП
Гражданлăх: ССРП
Ĕçлев тĕсĕ: прозăç
Пултарулăх çулĕсем: 1932-1941
Ĕçсен чĕлхи: чăваш

Кăтра Мишши (паспортра: Кудрявцев-Ильин Михаил Ильич, (6.11.1911, Тури Панкли ялĕ, Етĕрне уесĕ, Хусан кĕпĕрни, (Чăваш Енĕн Муркаш районĕ) — 6.3.1944, Тернополь хули, Украина ССР), — чăваш прозăçи.

ССРП ÇП пайташĕ (1962 ç., вилнĕ хыççăн).

Кăтра Мишши 1911 çулхи чӳк уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Муркаш районĕнчи Тури Панкли ялĕнче çуралнă[1]. .

1929 çулта Тивĕшри сакăр çул вĕренмелли шкулта вĕренсе тухнă. Кайран Шупашкар педагогика техникумĕнче (1932) тата педагогика институтĕнче (1938) пĕлӳ пухнă.

1938-1940 çулсенче Хĕрлĕ Çарта пулнă.

Хĕсметрен таврăнсан шкулта ачасене вĕрентнĕ. Чăваш кĕнеке кăларавăшĕн редакторĕ пулса ĕçленĕ.

Вăрçă пуçлансан 1941 çулта хăй ирĕкĕпе фронта кайнă.

1944 çулхи пуш уйăхĕн 6-мĕшĕнче Тернополь хулине ирĕке кăларнă чухне çапăçура паттăррăн пуçне хунă[2].

Тернополь облаçĕн Шумы районĕнчи Шумбарти çарçăсен çăвинче пытрнă.

Пултарулăх ĕçĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пĕрремĕш калавне 1932 çулта «Сунтал» журналĕнче пичетленĕ.

1932-1941 çулсенче хаçатсемпе журналсенче вăл çырнă 20 ытла илемлĕ калав пичетленнĕ. Чи паллисем: «Парне», «Элек», «Виç алă», «Уйăх ансан», «Татăлнă ĕмĕт», «Сисĕм», «Туслăх».

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Ктра Мишши (Кудрявцев–Ильин Михаил Ильич) (1911-1944). Сайт Национальной библиотеки Чувашской Республики. Тĕрĕсленĕ 1 Утӑ уйӑхӗн 2019.
  2. ^ Кудрявцев-Ильин Михаил Ильич (МЭ). Моргаушский район. Краткая Энциклопедия. Тĕрĕсленĕ 1 Утӑ уйӑхӗн 2019.

Литература

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Юман, А. Кӑтра Мишши, Канаш (Чĕмпĕробл.). — 1996. — 16 нояб.
  • Юрьев, М. Вӑл пурнӑҫпа тан утнӑ, Ялав. — 1966. — № 6. — С. 29-31.
  • Юрьев, М. Гражданин-патриот, М. Юрьев // Тӑван Атӑл. — 1971. — № 11. — С. 24.
  • Ялкир, П. Ку 65 ҫул каялла пулнӑ, Çамрӑксен хаҫачӗ. — 1999. — 4 ҫӗртме (№ 21). — С. 9.
  • Абрамов, В. А. Кăтра Мишша (Кудрявцев-Ильин Михаил Ильич), Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2008. — Т. 2 : Ж-Л. — С. 377.
  • Афанасьев, П. Кăтра Мишша (Кудрявцев-Ильин Михаил Ильич), Писатели Чувашии / П. Афанасьев. — Чебоксары, 2006. — С. 218.
  • Кудрявцев-Ильин Михаил Ильич (Кăтра Мишша), Моргаушский край. Краткая энциклопедия. — Чебоксары, 2002. — С. 78.
  • Кудрявцев-Ильин Михаил Ильич (Кăтра Мишша), Энциклопедия чувашской журналистики и печати. — Чебоксары, 2014. — С. 230.
  • Ялгир, П. Ктра Мишша (Кудрявцев-Ильин Михаил Ильич), Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. — Чебоксары, 2005. — С. 52-53.