Контент патне куҫ

Калаçусем (диалогсен ярăмĕ)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Калаçусем
Разговоры
Жанр: диалогсем
Автор: Спиридон Михайлов
Тăван чĕлхи: чăваш
Хайланă çул <1853>
Пичетленĕ: 1853
Уйрăм кăларăм: уйрăм кăларăмпа тухман
Куçару: авторĕ хăй вырăсла куçарни пур

Калаçусем (вырăс. Разговоры) — Спиридон Михайлов (1821-1861) XIX ĕмĕр варринче чăвашла çырнă пĕчĕк пьесăсен ярăмĕ.

Пьесăсен тытăмĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пурне те чăвашла çырнă. Ячĕсем çеç, вĕсене авторĕ палăртнă пулсан, вырăсла. Çавăн пекех автор ремаркисем те вырăсла. Ярăма автор хăй "Разговоры" тесе палартнă, чăвашла калани çук. "Калаçусем" тени — вырăсларан тÿреммĕн куçарни.

  • Разговор анатры, то есть низового чувашина, с виреялом, то есть верховым чувашином[1].
  • Сборы на Балдран-Базар[2].
  • Старик Павел Фролов рассказывает молодому своему свату приключения, случившиеся с его отцом в 1769 году[3].
  • <Хрол мучи Пăкачав çинчен каласа пани.>
  • <Йăван мучи ĕлĕкхисем çинчен тата "вирьял" сăмах ăçтан тухни пирки калани.>
  • <Маттĕрне Ольок хĕрне шăпăрçă патне çÿренишĕн ятлани.>

"Калаçусенчи" хăш-пĕр палăрăмсем пирки

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Анатрипе тури чăваш пуплевне калаçусен уйрăмлăхĕсене палăртма мар илсе кăтартнă. Тĕрĕссипе каласан, персонажсен калаçăвĕсен уйрамлăхĕсем унта çукпа пĕрех. Спиридон Михайловшăн "стандартлă" шутланакан чĕлхепех калаçаççĕ.
  • Автор "анатри" тени таçти аякри, Сĕве, Кĕтне, Пăла таврашĕсенчи чăвашсене мар пĕлтерет. Чылай çывăхарахри тăрăхсене пăхмалла. Хальхи вăхăтра вĕсене "анатри" мар, "анат енчи" теççĕ.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Анатри чăвашпа вирьял, е тури чăваш, калаçни (вырăсла).
  2. ^ Пултран пасарне пуçтарăнни (вырăсла).
  3. ^ Ватă Хрол Павăлĕ çамрăк хăтăшне хăйĕн ашшĕпе 1769-мĕш çулта мĕн пулса иртни пирки каласа парать (вырăсла).