Контент патне куҫ

Катрин Денёв

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Катрин Денёв, 2000 çулта Канны фильм фестивалĕнче тунă ӳкерчĕк

Катрин Денёв (фр. Catherine Deneuve; хĕрупраç хушамачĕпе Catherine Fabienne Dorléac, Денёв — унăн амăшĕн хушамачĕ) — Францин чаплă артисчĕ, "мегаçăлтăр». 1943 çулхи юпа уйăхĕн 22-мĕшĕнче Парижра çуралнă.

Катринăн икĕ ача: ывăлĕ Кристиан — ашшĕ Роже Вадим режиссёр; хĕрĕ Кьяра — ашшĕ Марчелло Мастроянни актёр. 2004 çулта Катрин Мускава Андрей Плаховăн тин çеç тухнă кĕнекипе паллаштарма килнĕ.

Пурнăçĕ, пултаруллăхĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Катрин Денёв Канн хулинче «Шербург сунчăкĕсем» (1964) музыка кинофильмĕ хыççăн паллăха тухать. Тепĕр çулĕнче вăл Роман Поланскин «Йĕрĕнчĕклĕх» психологиллĕ триллĕрте тĕп рольне вылять.

Малашнехи çулсенче франци тĕп киноартисчĕ пулса тăрать, тĕнчипе чаплă режиссёрсемпе (Луис Бюнюэль («Тристана», 1970) тата Франсуа Трюффо («Юлашки метро», 1980) ĕçлет. Чи хăюллă ĕçĕ — Бюнюэлĕн « Кăнтăрлахи чиперкке» (1967).

Темиçе хутчен те Холливуда чĕнсен те, Катрин Европăрах юлать, америкăра ăна «Выçлăх» (1983) кинофильмĕнчи вампиршă ролĕпе пĕлеççĕ.

Кино тиркевçисем «Индокитай» (1992) кинофильмĕнчи ĕçне ырласа çыраççĕ, вăл «Оскара» ют çĕр паха кинофильмĕ ятне тивĕçнĕ. 2002 çулта питĕ çепĕç сăмахсене Франсуа Озонăн «Сакăр хĕрарăм», унччен икĕ çул маларах «Ылтăн пальмă турачĕ» парнине Денёв вылянă тепĕр фильма — Ларс фон Трирăн «Тĕттĕмре ташлаканне» тивĕçленĕ.

Катрин Денёв ĕçĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]


Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.