Кашмаш вăтам шкулĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску
Кашмашри вăтам шкул
Никĕсленĕ 1896
Тĕс Пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкул
Адрес Кашмаш ялĕ, Муркаш районĕ, Чăваш Ен

Кашмаш вăтам шкулĕ, — Чăваш Енĕн Муркаш районĕнче вырнаçнă Кашмаш ялĕнчи вăтам шкул.

2001 çулта пурĕ 9 класс пулнă, 120 ача, вĕсенчен 54 хĕрача, вĕреннĕ, 17 вĕрентекен ĕçленĕ. Вĕрентекенсенчен 13-ĕшĕ аслă пĕлӳ илнĕскерсем пулнă.

Шкулăн компьютер пур, 2 гектар пысăкăш вĕренсе хăнăхма хушма хуçалăх çĕрне касса панă. Шкул тивулавăшра 7755 кĕнеке упранать.

Истори[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1896 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче ялта арçын ачасен земство училищине уçăлнă. 47 ача вĕреннĕ, вĕсене икĕ вĕрентекен вĕрентнĕ. 1904 çулта хĕрачасен училищине уçнă, унта 25 хĕр ача вĕреннĕ.

1918 çулта икĕ училищĕне пĕрлештерсе Кашмашри 1 ступеньлĕ совет шкулне туса хунă. Директорĕ С.И. Громова (Кольцова) пулнă. 1949 çулта ăна Ленин орденне тивĕçтернĕ.

1924-1925 çулсенче шкул пĕр комплектлă шкул пулса тăнă, 1929 çулта шкулăн çĕнĕ çуртне хăпартма пуçланă.

1931 çулта колхоз çамрăкĕсен шкулĕ туса хунă. Директор вырăнĕнче Васильев Б.М. ĕслеме пуçланă.

1937-мĕш çултанпа çичĕ çул вĕренмелли шкул. 1959 çултанпа сакăр класс вĕренмелли шкул пулса тăнă, халĕ — пĕтĕмĕшле тĕп пĕлӳ паракан шкул.

1951/1952 çулсенче шкулта 163 вĕренекен вĕреннĕ, 9 вĕрентекен ĕçленĕ. Шкул вулавăшĕнче 962 кĕнеке пулнă. 1963 çулта 188 вĕренекен, 12 вĕрентекен пулнă.

2017 çулта шкула Пĕлӳ министерствин хутайĕ тухнă хыççăн, хупма палăртнă. Халĕ вĕренекен ачасене Çатракассипе Муркаш шкулĕсене вырнаçтарасшăн. Ачасене шкула автобус илсе кайĕ.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]