Кашмаш
Ял
Кашмаш
Кашмаш
|
Кашмаш, — Чăваш Енĕн Муркаш районĕнче вырнаçнă ял. Ял Шупашкартан 56 çухрăмра, Муркашран 4 çухрăмра ларать.
Шупашкара — 56 км, райцентра — 4 км, чукун çул станцине — 56 км.
Халăх йышĕ, ял тытăмĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]2002 çулхи перепись тăрăх ялта 262 кил шутланнă, 800 çын пурăннă. Ялта шкул, фельдшерпа аккушер пункчĕ, культура çурчĕ, вулавăш, спортзал, 2 лавкка пур. Яла шыв, газ кĕртнĕ. Ял урлă асфальтлă çул иртет.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1859 çулхи хыпар кĕнекинче Хоракасси, Кашмаш, Кашмаш юханшывĕ çумĕнчи тесе çырса хăварнă. Вăл вахăтра ялта 120 кил шутланнă.
1920 çулхи утă уйăхĕн 24-мĕшĕччен Чикмĕ уесĕн Шурча вулăсне, каярах Шупашкар уесĕн Шурча вулăсĕнче шутланнă.
1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 Тутаркас районне кĕнĕ. 1939 çулхи кăрлач уйăхĕн 16 хыççăн Сĕнтĕр районне, 1944 çулхи пуш уйăхăн 30 хыççăн Муркаш районне, 1959 çулхи утă уйăхĕн 14 хыççăн Сĕнтĕр районне, 1962 çулхи раштав уйăхĕн 20 хыççăн Шупашкар районне кĕнĕ. 1964 çулхи пуш уйăхĕн 11 хыççăн хальхи вăхăтченех Муркаш районне кĕрет.
1924 çулта 189 килте 865 çын пурăннă.
Паллă çынсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Львов Андрей Степанович — филологи ăслăхĕсен тухтăрĕ.
- Токарев Аверий Матвеевич — чăваш композиторĕ.
- Смирнов Николай Валерьевич — РФ Паттăрĕ.
Çав. пекех
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Л.П.Сергеев, «Моргаушский район. Краткая энциклопедия», Шупашкар, 2002.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ку Чăваш Енĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |