Мадхья-Прадеш

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Мадхья-Прадеш
хинди मध्य
маратхи मध्य प्रदेश
Никӗсленӗ/йӗркеленӗ дата 1950 çулхи кăрлач, 26-мĕшĕ
Ӳкерчӗк
Официаллӑ ят хинди मध्य
маратхи मध्य प्रदेश
МФА транскрипцийӗ mʌdʰjə prʌˈdeːʃ
Тӗнче пайӗ Ази
Патшалӑх
Администраци вырӑнӗ Бхопал[d]
Административлӑ-территориллӗ пай Инди
Геоданнӑйсем Data:India/Madhya Pradesh.map
Чи ҫӳллӗ вырӑн Dhupgarh[d]
Патшалӑх пуҫлӑхӗ Om Prakash Kohli[d] и Mangubhai C. Patel[d]
Правительство пуҫлӑхӗн должноҫӗ Chief Minister of Madhya Pradesh[d]
Правительство пуҫлӑхӗ Mohan Yadav[d]
Саккун йышӑнакан орган Madhya Pradesh Legislative Assembly[d]
Халӑх йышӗ
  • 72 626 809 чел. (2011)[2]
Арҫынсен йышӗ 37 612 306[2]
Хӗрарӑмсен йышӗ 35 014 503[2]
Административлӑ пайланӑвӗ Бхопал[d], Chambal division[d], дивизион Гвалиор[d], Индаур[d], Джабалпур[d], Нармадапурам[d], дивизион Рева[d], дивизион Сагар[d], Shahdol division[d] и Удджайн[d]
Чикӗленсе тӑрать Раджастхан[d], Гуджарат[d], Махараштра[d], Чхаттисгарх и Уттар-Прадеш[d]
Пӗрле лаптӑка йышӑнать Madhya Pradesh[d]
Туризм центрӗ Q96098886?
Улӑштарнӑ Бхопал[d]
Калаҫу чӗлхи Agariya[d], Daknī[d], Varhadi[d], багхели[d], Birjia[d], Bhilali[d], Bhariati[d], Chamari[d], Nimadi[d], Dhodia[d], Pardhi[d], Pardhan[d], Ратви-барели[d], Мевари[d], Halbi[d], Pauri Bareli[d], Palya Bareli[d], Holiya[d], Kaikadi[d], Andh[d], Kurmukar[d], Kanjari[d], Sansi[d], мундари[d], Kamar[d], бундели[d], Bhalay-Gowlan[d], Khirwar[d], Хинди, маратхи[d], брадж[d], Kutchi[d], Сора (язык)[d], Nagarchal[d], бходжпури[d], бхили[d], чхаттисгархи[d], Hadauti[d], авадхи[d], Kalto[d], Malvi[d], Lambadi[d], Колами[d], Нихали[d], Куи (язык)[d], синдхи[d], корку[d], Bhunjia[d], Bhalay[d], Powari[d], Gowli[d], Dungra Bhil[d], Gade Lohar[d], Noiri[d], Rathawi[d], Gaddi[d] и Northern Gondi[d]
Лаптӑк
  • 308 245 ± 1 Тăваткал километр
Карта местонахождения
Официаллӑ сайт mp.gov.in
Экономики economy of Madhya Pradesh[d]
Хула халӑхӗ 20 069 405[3]
Ял халӑхӗ 52 557 404[3]
Хут пӗлменнисем 29 775 640[3]
Хут пӗлекенсем 42 851 169[3]
Ку тӑрӑхра ӳкернӗ фильмсен категорийӗ Category:Films shot in Madhya Pradesh[d]
Мадхья-Прадеш на карте
Мадхья-Прадеш
Мадхья-Прадеш
Логотип Викисклада Медиафайлы на Викиампар

Мадхья-Прадеш (хинди मध्य प्रदेश, «Тӗп регион»; акăл. Madhya Pradesh) — Инди варринелле вырнаҫнӑ штат. Халӑхӗ 72 597 565 ҫын (ҫӗршывра 6-мӗш вырӑн йышӑнать). Тӗп хули — Бхопал.

Ытти пысӑк хулисем — Гвалиор, Индаур, Джабалпур. Тӗп чӗлхе — хинди.

Географи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Майхар хулан тавралӑхӗн сӑнӗ

Штат лаптӑкӗ — 308 000 км² (ҫӗршывра ку тӗлӗшпе иккӗмӗш вырӑнта тӑрать), 2000 ҫулта штат ҫӗрӗ ҫинче Чхаттисгарх штата йӗркеличчен вӑл ҫӗршывра лаптӑкӗпе чи пысӑк штат шутланнӑ. Анӑҫра Гуджарат, ҫурҫӗр-анӑҫра Раджастхан, ҫурҫӗр-тухӑҫра Уттар-Прадеш, тухӑҫра Чхаттисгарх, кӑнтӑрта Махараштра штатсемпе чикӗленсе тӑрать.

Штат Бенгали кӳлмекӗпе Арави тинӗсӗн шыв чиккинче вырнаҫнӑ. Пӗрремӗшӗн бассейнне Ганг, Маханади тата Годавари, иккӗмӗшӗн шутне Нармада тата Тапти юханшывсен юпписем кӗреҫҫӗ. Вӑрманлӑх виҫи 31 % танлашать.

Ҫанталӑк[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Регион климачӗ тропиклӑ шутланать, ҫу вӑхӑчӗ кунта шӑрӑх та типӗ (ака — ҫӗртме), муссонсен тапхӑрӗ пур (утӑ — авӑн), хӗл вӑхӑтӗнче сулхӑн та типӗ ҫанталӑк тӑрать. Ҫулталӑк хушшинче ҫӑвакан юр-ҫумӑрӑн вӑтам виҫи 1370 мм яхӑн, тухӑҫран анӑҫ еннелле чакса пырать. Ҫапла вара кӑнтӑр-тухӑҫ енӗн чи хӗрринче ку кӑтарту 2150 мм ҫитет, ҫурҫӗр-анӑҫ енче вара 1000 мм сахалрах та пулма пултарать.

Флорӑпа фауна[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Мадхья-Прадеш вӑрманӗсем

Штатри вӑрмансем унӑн лаптӑкӗн 31 % яхӑн ҫӗрне йышӑнаҫҫӗ, флорӑн тӗп тӗсӗсен шутне тик, сал, инди лаурӗ (томентоза), хутаҫлӑ птерокарпус, галдина, босвелли, эмблика филлантусӗ, кӗпҫӗллӗ касси, катеху акацийӗ, улӑпла дендракаламус (бамбук тӗсӗ) тата ыттисем кӗреҫҫӗ. Фаунӑна илес пулсан, кунта ҫак тӗссем пур: инди тигрӗ, гаур, аксис, инди замбарӗ, нильгау, инди ту качаки, мунтжак, барасинга, гиена, леопард, хӗрлӗ кашкӑр, тӑватӑ мӑйракаллӑ антилопа тата ыттисем те.

Штатра 9 наци паркӗ тата 25 заповедник пур, вӗсем пӗтӗмӗшле 10 862 км² лаптӑка йышӑнаҫҫӗ, ку вара Мадхья-Прадеш вӑрманӗсен лаптӑкӗнчен 11,4 % е штатӑн пӗтӗмӗшле лаптӑкӗнчен 3,52 % пулать.

Наци паркӗсем шутне ҫаксем кӗреҫҫӗ:


Штат кун-ҫулӗ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Санчи ступи

Нармада айлӑмӗн варринче, Хошангабадран 40 ҫухрӑмра, Нармада ятлӑ вырӑн пур, унта Homo erectus[4] (Narmada Skull Cap, вӑл Homo helmei евӗрлӗ те[5]) пуҫ купташки тупнӑ.

Сон юханшывӗн айлӑмӗнчи Дхаб (Dhaba locality) вырӑнӗнче 79,6 ± 3,2 пин ҫул каярахран пуҫласа 65,2 ± 3,1 пин ҫул каярах таран, ~74 пин ҫул каярахпа пулса иртнӗ Тоба вулкан вут-хӗм сирпӗтнӗ хыҫҫӑн та, Леваллуа чул индустрийӗ ним улшӑнмасӑр юлнӑ. Дхабӑри чул индустрийӗ Африкӑри чул хатӗрӗсен комплексӗсене, Аравинчисене, ҫавӑн пекех Австралин чи малтанхи артефакчӗсене аса илтерет. Леваллуа технологийӗ Дхабӑн 47,5 ± 2,0 пин ҫул каярахри вӑхӑтӑн E сийӗнчен ҫӳлерех тӗл пулмасть. 48 пин ҫул каярах вӑхӑтра Дхабӑра микролитлӑ технологипе усӑ курма тытӑннӑ. Дхабӑн 2-мӗшпе 3-мӗш лаптӑкӗсене ҫын тӗппипех йышӑннӑ тапхӑр 37 пин ҫул каялла пулса иртнӗ[6].

Пирӗн эрӑччен 321 ҫултанпа пирӗн эрӑччен 185 ҫулчен штатӑн хальхи территорийӗ Чандрагупта йӗркеленӗ Маурья импери шутне кӗнӗ. Штатӑн ҫурҫӗр-анӑҫ енче вырнаҫнӑ Удджайн хули империн пӗлтерӗшлӗ хулисенчен пӗри пулнӑ.

Пирӗн эрӑри IV—V ӗмӗрсенче ҫурҫӗр Индине ҫӗнӗрен пӗрлештернӗ — хальхинче Гуптсен влаҫӗ йӗркеленнӗ. XIIIXIV ӗмӗрсенче штатӑн ҫурҫӗр пайӗ хӑватлӑ Дели султанлӑхӗн аллинче пулнӑ пулин те, малалли тапхӑрта кунта феодаллӑ пайлану вӑхӑчӗ иртнӗ. XV ӗмӗр варринелле штатӑн хальхи территорийӗн ытларах пайӗ Малва султанлӑхӗн шутне кӗнӗ.

Гвалиор крепоҫӗ.

XVI ӗмӗр пуҫламӑшӗ тӗлне штатӑн ытларах пайӗ гвалиор махараджипе гуджарат султанӗн аллинче пулнӑ. XVI ӗмӗр варринче ҫак ҫерсем Аслӑ Моголсен империн (Аслӑ Акбар вӑхӑтӗнче) йышне кӗнӗ. 1707 ҫулта Аурангзеб император вилнӗ хыҫҫӑн Моголсен витӗмӗ хавшама пуҫланӑ, вара штат маратха йӑхӗсен (хальхи Махараштра штачӗн тӗп халӑхӗ) аллине лекнӗ. Анчах та акӑлчансемпе маратхӑсен хушшинче иртнӗ виҫӗ вӑрҫӑ хыҫҫӑн влаҫ британсене куҫнӑ — штатӑн тӗп пайӗ Британи Индине кнеҫлӗх пек кӗнӗ.

1861 ҫулта штатӑн кӑнтӑр пайӗ Британи Индин Тӗп провинцисен шутне кӗнӗ.

Штат лаптӑкӗ Инди никама пӑхӑнми пулса тӑнӑ хыҫҫӑн Аслӑ Британин Тӗп провинцийӗсен тата вырӑнти халӑхсен Макраипе Чхаттисгарх кнеҫлӗхӗсен ҫӗрӗсенчен йӗркеленӗ; штатӑн тӗп хули Нагпур пулса тӑнӑ. 1956 ҫулта, штатсене реорганизацилесси пирки калакан Актпа килӗшӳллӗн, Бхопал, Мадхья-Бхарат тата Виндхья-Прадеш штатсене Мадхья-Прадеш штат шутне кӗртнӗ, унӑн ҫӗнӗ тӗп хули Бхопал пулса тӑнӑ; ҫакӑнпа пӗрлех Нагпур тӗп хулаллӑ, маратха чӗлхиллӗ Видарбха региона Мадхья-Прадешран Бомбей штатне куҫарнӑ. 2000 ҫулхи чӳкӗн 1-мӗшӗнче Мадхья-Прадешран Чхаттисгарх штата уйӑрса кӑларнӑ.

Административлӑ-территориллӗ пайланӑвӗ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Мадхья-Прадеш округӗсен списокӗ

Штат шутне 50 округ кӗрет:


Халӑх йышӗ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Бхила халӑх ачисем

2011 ҫулхи кӑтартусем тӑрӑх штатра 72 597 565 ҫын пурӑнать. 2000 ҫулхи кӑтартусемпе килӗшӳллӗн халӑхӑн 91,1 % индуизм тӗнне тытса пырать; 6,4 % — ислам; 0,9 % — джайнизм; 0,3 % — христианлӑх; 0,3 % — буддизм. Этникӑлла картинӑна байга, бхади, бхила, гонда, каул, корка, малто, мари, сахари йышши нумай тӗрлӗ йӑхсем йӗркелеҫҫӗ. Мӗнпур халӑхӑн 87,32 % яхӑн ҫын хинди чӗлхипе калаҫать; 4,93 % — бхили; 2,1 % — маратхи чӗлхипе; 1,97 % — урду; 1,53 % — гонди чӗлхипе.

2001 ҫулхи халӑх ҫыравӗпе килӗшӳллӗн Мадхья-Прадешри хут пӗлекенсен шайӗ 63,74 % шутланнӑ.

Халӑх йышӗ улшӑнни:

  • 1951 — 18 615 000 ҫын.
  • 1961 — 23 218 000 ҫын.
  • 1971 — 30 017 000 ҫын.
  • 1981 — 38 169 000 ҫын.
  • 1991 — 48 566 000 ҫын.
  • 2001 — 60 348 000 ҫын.
  • 2011 — 72 598 000 ҫын.

Пысӑк хуласем:


Политика[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2003 ҫултанпа влаҫа хӑйӗн аллинче Бхарати Джаната Парти тытса тӑрать, ун чухне, ассамблейӑна черетлӗ суйлав иртнӗ вӑхӑтра Ума Бхарти ертсе пынипе вӑл ҫӗнтерме пултарнӑ. Апла пулин те, каярахпа, темиҫе скандал пулса иртнӗ хыҫҫӑн тата партири кӗрешӗве пула, малтан Бхарти штатӑн тӗп министрӗн пуканне пушатнӑ, каярахпа ӑна БДП ретӗнчен те кӑларнӑ.

Штат губернаторӗсен ят-йышӗ:

  • 1956—1957: Паттабхи Ситарамайя
  • 1957—1965: Харивинаяк Патаскар
  • 1965—1966: К. Ч. Редди
  • 1966: П. В. Диксит
  • 1966—1971: К. Ч. Редди
  • 1971—1977: С. Н. Синха
  • 1977—1978: Н. Н. Ванчу
  • 1978—1980: Ч. М. Пунача
  • 1980—1981: Б. Д. Шарма
  • 1981: Г. П. Сингх
  • 1981—1983: Б. Д. Шарма
  • 1983: Г. П. Сингх
  • 1983—1984: Б. Д. Шарма
  • 1984—1987: К. М. Чанди
  • 1987: Н. Д. Оджха
  • 1987—1989: К. М. Чанди
  • 1989—1990: Сарла Гревал
  • 1990—1993: М. А. Хан
  • 1993—1998: Мохаммад Сафи Куреши
  • 1998—2003: Бхай Махавир
  • 2003—2004: Рам Пракаш Гупта
  • 2004: К. М. Сетх
  • 2004—2009: Балрам Джакхар
  • 2009—2011: Рамешвар Тхакур
  • с 2011: Рам Нареш Ядав


Мадхья-Прадеш штатра ӗне вӗлернишӗн ҫичӗ ҫула ҫити тӗрмене хупма май паракан саккун пур[7].

2018 ҫулхи парламент суйлавӗнче ИНК ҫӗнтернӗ[ҫӑлкуҫа палӑртмалла] .

Экономика[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Промышленность[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Промышленноҫӑн тӗп отраслӗ — пир-авӑр продукцине туса кӑларасси. Ҫавӑн пекех машинӑсем туса кӑларасси тата металл хатӗрлесси, стройматериалсем туса кӑларасси аталаннӑ. Бхопалта вырнаҫнӑ минерал удобренийӗ туса кӑларакан савут 1983 ҫулта япӑх ят илнӗ: наркӑмӑшлӑ газ сӑрхӑнса тухнине пула ун чухне хулара пурӑнакан 3 пине яхӑн ҫын вилнӗ.

Штатӑн тухӑҫ енче рис ӳстереҫҫӗ, тӗп пайӗнче — тулӑ, анӑҫ енче — вир. Ҫавӑн пекех мамӑк тата ҫу йывӑҫҫисен культурисене ҫитӗнтереҫҫӗ. Пурҫӑн туса кӑларакан отрасль пур.

Туризм[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Штат влаҫӗсем туризма аталантарас енӗпе вӑй хураҫҫӗ. Асӑннӑ регионта ют ҫӗршывран килнӗ туристсем пӗрре мар вӑрӑ-хуравхсенчен шар курнӑ[8]. 2013 ҫулта Швейцарирен килнӗ туристкӑна мӑшкӑланӑ хыҫҫӑн[9] пӗтӗм тӗнчере шӑв-шав ҫӗкленӗ хыҫҫӑн штатӑн тӗп министрӗ туризм полицине йӗркелесси пирки пӗлтернӗ[10].

2016 ҫулта штат лаптӑкӗнче тӗнчери пӗрремӗш шурӑ тигрсен сафари-паркӗ уҫӑлнӑ, унӑн лаптӑкӗ — 25 гектар[11].

Культура[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Бунделкхандри Орчха.

Штат территоринче ЮНЕСКО хӳтлӗхне кӗртнӗ темиҫе ҫӳрт-йӗр пур — Кхаджурахо храмӗсем, будда палӑкӗсем — Санчи ступи тата Бхимбетка чул хӑвӑлӗсем. Гвалиор, Индаур, Бхопал, Удджайн та туристсене илӗртекен пысӑк центрсем шутланаҫҫӗ.

Калакари кинофестиваль ирттереҫҫӗ.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ӑнлантарусем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каҫӑсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ку статьяна Википедин Вырӑс уйрӑмӗнчи Мадхья-Прадеш статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ.