Кириллов Тарас Кириллович
Тарас Кириллов | |
Çуралнă чухнехи ят: | Кириллов Тарас Кириллович |
---|---|
Çуралнă вăхăт: | 1880, нарăс, 12 (24) |
Çуралнă вырăн: | Çеçмер ялĕ, Чăваш Сурăм вулăсĕ, Етĕрне уесĕ, Хусан кĕперни |
Вилнĕ вăхăт: | 1921, чӳк, 16 |
Вилнĕ вырăн: | Лысая Гора ялĕ, Лысково уесĕ, Чулхула облаçĕ |
Пăхăнулăх: | |
Ĕçлев тĕсĕ: | чăваш сăвăçи |
Жанр: | поэзи |
Ĕçсен чĕлхи: | чăваш, вырăс |
Кириллов Тарас Киррилович (1880, нарăс, 12, Çеçмер ялĕ, Чăваш Сурăм вулăсĕ, Етĕрне уесĕ, , — 1921, Лысая Гора ялĕ, Лысково уесĕ, Чулхула облаçĕ) — чăваш сăвăçи, тăлмачĕ.
Пурнăçĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Тарас Кириллов 1880 çулхи нарăс уйăхĕн 12-мĕшĕнче (24- мӗшӗнче), Етĕрне уесĕнчи Чĕваш Сурăм вулăсĕнчи Çеçмер ялĕнче Кирилл Филиппов вăтам çĕр ĕçтеш çемйинче çуралнă.
Трак тăрăхĕнчи Мăн Шетмĕри прихут шкулĕнче, унăн хыççăн Ишекри иккӗ класлă шкулра ăс пухнă. 1899 ҫулта Т. Кириллов Хусан хулинчи учительсен семинаринче вĕренсе тухсан иккĕ çул Етĕрне хулинче прихут училищинче, 1901–1903 çулсенче Шăхасанти иккĕ класлă шкулта вĕрентнĕ. 1903–1905 çулсенче пултаруллă, мал ĕмĕтлĕ çамрăк Хусан хулинчи миссионерсен курсĕнче малалла вĕренет.
1900 çулта Т. Кириллов çемье çавăрать, Елизавета Васильевна Никольская хĕрупраçпа венчете тăрать. Елизавета пиччĕшĕ, Николай Васильевич Никольский, чăвашсен пĕрмĕш хаçатне, «Хыпара», кăлараканĕ.
Пачăшкă хĕсметне тытма та тивнĕ. Литературăпа интересленсе кайнă хыççăн хăй те сăвă çырма пуçланă. Çĕр ĕçтеш хăйĕн ĕçĕ çинчен хывнă юрăсем ятлă сăвă ярăмĕ çуралнă.
1921 çулхи чӳкĕн 16-мĕшĕнче Чулхула облаçĕнчи Лысково районĕн Лысая Гора ялĕнче çĕре кĕнĕ.
Пултарулăх ĕçĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Тарас Кирилловăн Хусанта çăк кĕнекесем тухнă:
- «Тырă пулнă çул» (поэмăсем);
- «Пулăшăр» (поэмăсем);
- «Салтак арăмĕ»;
- «Вăрçă çинчен хывнă юрăсем»;
- Чăваш халăх юрри
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Артемьев, Ю. М. Т. К. Кириллов // Артемьев, Ю. М. Ĕмĕр пуçламăшĕ / Ю. М. Артемьев. – Шупашкар, 1996. – С. 158-173, 292.
Артемьев, Ю. М. Т. К. Кириллов çинчен // Артемьев, Ю. М. XX ĕмĕр пуçламăшĕнчи чăваш литератури / Ю. М. Артемьев. – Шупашкар, 1992. – С. 98-111.
Владимиров, К. Тухăçлă ĕçленĕ çыравçă / К. Владимиров // Ял пурнăçĕ (Красноармейски р-нĕ). – 1995. – 23 февр.
Пантелеймонов, Н. П. Тӑванӗсем Т. К. Кириллов поэт ятне упраҫҫӗ / Н. П. Пантелеймонов // Художественная словесность и проблемы чувашской духовной культуры. – Чебоксары, 2008. – С. 119-128.
Юмарт, Г. «Шăпчăк юрлать шăпчăкла...» / Г. Юмарт // Тăван Атăл. – 2005. – № 2. – С. 60.
Юмарт, Э. Тарас Кириллов / Э. Юмарт // Ялав. – 2005. – № 3. – С. 60-66.
Афанасьев, П. Кириллов Тарас Кириллович // Афанасьев, П. Писатели Чувашии / П. Афанасьев. – Чебоксары, 2006. – С. 204-205.
Кириллов Тарас Кириллович // Красноармейский район. Люди и судьбы : [энцикл.]. – Чебоксары, 2005. – С. 47.
Юмарт, Г. Ф. Кириллов Тарас Кириллович / Г. Ф. Юмарт // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2006. – Т. 2 : Ж-Л. – С. 254.
Асăнмалăх
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Асăну хăми, Çеçмер ялĕ, Комсомольски районĕ, Чăваш Ен.
- «Кириллов вулавĕсем», Очакасси сали, Муркаш районĕ, Чăваш Ен.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Тарас Кирилловăн хайлавĕсем
- Çеçмерте Тарас Кириллов вулавĕсем
- Литературная карта Чувашии 2017 ҫулхи Ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче архивланӑ.
- Ҫулталак кӗнеки=Календарь года 2017 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнче архивланӑ.
- Культурное наследие Чувашии
Ку Чăваш Енĕн пайăр çынни пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Çыравçăсем, алфавитпа
- Хусан кĕпернинче çуралнисем
- Чулхула облаçĕнче вилнисем
- Çыравçăсем пирки Викивулавăш каçисĕр статьясем
- Чăваш Енĕн пайăр çыннисем пирки вĕçлемен статьясем
- Чăваш çыравçисем
- Раççей çыравçисем
- Раççей сăвăçисем
- Сăвăçсем, алфавитпа
- Чăваш Енĕн паллă çыннисем
- 1880 çулта çуралнисем
- Нарăсăн 12-мĕшĕнче çуралнисем
- 1921 çулта вилнисем
- Чӳкĕн 16-мĕшĕнче вилнисем