Етĕрне

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Disambig gray.svg Çак терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Етĕрне (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
1781
Етĕрне
Герб
Герб
Патшалăх Раççей
Федераци субъекчĕ Чаваш Ен
Муниципаллă район Етĕрне районĕ
Координатсем 55°57′00″ с. ш. 46°12′00″ в. д. / 55.95000° с. ш. 46.20000° в. д. / 55.95000; 46.20000 (G) (O) (Я)Координатсем: 55°57′00″ с. ш. 46°12′00″ в. д. / 55.95000° с. ш. 46.20000° в. д. / 55.95000; 46.20000 (G) (O) (Я)
Пуçлăх Агаков Андрей Владимирович
Никĕсленĕ 1590
1781  1781
Лаптăк 55 çм²
Центр çӳллĕшĕ 70 м
Наци йышĕ чăвашсем — 66,7%; вырăссем — 31,1%; марисем — 0,4%; украинсем — 0,4%; ирçесем — 0,3%; тутарсем — 0,3%; нимĕçсем — 0,1%
Этнохороним е́тĕрнесем
Вăхăт тăрăхĕ UTC+4
Телефон кочĕ +7 83547
Почтă индексĕ 429060
Автомобиль кочĕ 21, 121
ОКАТО кочĕ 97 253 501
Официаллă сайт http://ядрин.рф/
Етĕрне (Раççей)
Red pog.png
Етĕрне (Чăваш Ен)
Red pog.png

Етĕрне туçи мари Йӓдӹрнӓ), — Чăваш Енри хула, Етĕрне районĕн администрацийĕ вырнаçнă. 2002 çулта пурĕпе 11,1 пин çын пурăннă. Хула Сăр юханшыв çинче ларать.

Хула пуçлăхĕ — Яранский Евгений Михайлович.

Тавралăхĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Халăх йышĕ, хула тытăмĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Етĕрне вырăнĕнче ĕмĕртен-авалтан чăвашсем пурăннă, кунта вĕсен çирĕплетнĕ пысăк мар карман-хули пулнă. В.Якимов 1927 çулта çырса илнĕ чăнлавра Етĕрне ятлă-сумлă чăваш çыннин ячĕ иккенни паллă. Унта çапла каланă: "Патша чăваш çĕрĕ çине уес хули тума шутланă. Чăвашсен ятлă-сумлă çыннисем çакна пĕлеççĕ те уес хулине хăйсен ялĕ вырăнĕнче пултарас тесе тавлашма тытăнаççĕ. Вĕсенчен пĕри Тукач, тепри Сарплат, виççĕмĕшĕ — Асамат. Вĕсен кашнийĕн хăйсеп пуçласа янă ялсем пулнă. Вĕсене çак ятлă-сумлă ячĕпе чĕннĕ... Юлашкинчен уес хулине илмелли хута Тукач илнĕ. Анчах Асаматпа Сарплат çакăнпа килĕшмен, Тукача хирĕç кĕрешме тытăннă. Çав вăхăтра Тукач çуртне çĕрле Етĕрне паттăр чăваш çĕмĕрсе кĕнĕ те уес тумалли хута илсе кайнă. Етĕрнен хăй ячĕллĕ ялĕ пулнă, çавăнта вара уес хули туса никĕсленĕ. Етĕрне хули Иван Болотников, Степан Разин тата Емельян Пугачев пăлхавĕсем вăхăтĕнче те питĕ палăрнă. В.Димитриев çырнă тăрăх "И Цивильск, и Ядрин были поставлен русскими властями для укрепления своего положения после подавления восстания чувашских и марийских крестьян 80-х годах XVI века..." Кунти çынсем Етĕрне çынни Ахман утаман паттăр çинчен хайлавсене паянкуна упраса çитернĕ.

Паллă вырăнсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Михал архангел чиркĕвĕ (XVII ĕмĕрĕн вĕçĕ — XVIII ĕмĕрĕн пуçламăшĕ);
  • Виçпĕрлев чиркĕвĕ (1829);
  • XIX ĕмĕрти çуртсем
  • А. В. Асламас ячĕллĕ ача-пăча ӳнер шкулĕ[1]

Паллă çынсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • В.Д.Димитриев, "История Чувашской АССР", Шупашкар.
  • Юхма Мишши, "Авалхи чăвашсем", Шупашкар,1996.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]