Контент патне куҫ

Кондратьев Карл Кондратьевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Кондратьев хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Карл Кондратьев
Çуралнă вăхăт 1918
Çуралнă вырăн Кĕçĕн Тăван ялĕ
Элĕк районĕ
Чăваш Ен
РСФСР СССР
Вилнĕ вăхăт 1944, авăн, 4
Вилнĕ вырăн Ов ялĕ, Силли (Бельги) хула (фр. Holes/Silly), Бельги
Пăхăнулăх СССР
Хисеп
Касăри
Касăри
Çапăçусем/вăрçăсем Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи
Чыславсем тата парнесем

Карл Кондратьевич Кондратьев, (1918 ç., Хирлеп ялĕ, Шарыпка ял канашĕ (халĕ Кĕçĕн Тăван ялĕ, Элĕк районĕ, Чăваш Ен1944 ç., авăн, 4, чиркӳ çăви, Ов ялĕ, Силли хула (фр. Holes/Silly), Бельги) — нацистсене хирĕçле кĕрешсе пуçне хунă бельги партизанĕ[1].

Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Карл Кондратьев Чăваш Енре, Элĕк районĕнчи хальхи Кĕçĕн Тăван ялĕнче çуралса ӳснĕ.

Карл Кондратьев Бельгири Хирĕçлевĕн «Шурă çарĕн» йышĕнче нимĕç оккупанчĕсене хирĕç çапăçнă, вырăнти партизансемпе тĕрлĕ операцисене хутшăннă. Курнă çынсем каланипе, ăна ытти партизансемпе пĕрле, нимĕç патрулĕ Ов хулинче асăрханă, çапăçса илнĕ хыççăн вăл анкартисемпе тарма пикеннĕ, анчах та пĕр садра ăна пульă пырса çапнă.

Паттăрăн икĕ вилтăпри пур. Пĕррине вырăнти влаçсем е унăн юнташĕсем тунă, ун çинче кивĕ йывăç хĕресĕ тата металран каснă кăвакпа сăрланă тапăл (1999 çулхи раштав уйăхĕнче пĕтĕмпех çĕнетнĕ), ятне, хушаматне, çуралнă çулне, епле тата хăçан вилнине вырăсла çырса кăтартнă:

«Погиб в бою против немцев. 4.9.1944. Кондратьев Карл, 1918 г., ЧАССР, Нарынкино. Партизан»

Иккĕмĕш вилтăприне (малтанхи вилтăпри çинчи пекех чула мрамортан хатĕрленĕ) 2000 çулта Бельгири Раççей элчелĕхĕ туса лартнă. Палăка хисеплĕн уçма 2000 çулхи çăвăн 2-мĕшĕнче Раççей Федерацин Ютçĕр ĕçĕсен министрĕн пĕрремĕш çумĕ А. А. Авдеев килнĕ.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]