Чăваш Автономиллĕ Облаçĕ
Чăваш автономиллĕ облаçĕ (Чӑваш Ӗҫ Коммуни) — РСФСР шутĕнчи автономиллĕ облаç, 1920 çулхи çĕртмен 24-мĕшĕнче йĕркеленĕ, çавăн чухне автономиллĕ облаçе туса хурассипе ПТӖКпе РСФСР ХКК декрет йышăннă, тĕп хули вырăнне Шупашкара çирĕплетнĕ. 1925 çулхи акан 21-мĕшĕнче облаçе Чăваш АССР статусне куçарнă. Облаç йышне малтанхи Хусанпа Чĕмпĕр кĕпĕрнисен çĕрĕсене кĕртнĕ.
Истори
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1924 çулта Чăваш автономиллĕ облаçĕн ертӳçлĕхĕ облаç территорине анлăлатса автономиллĕ республикăн (тĕп хули — Чĕмпĕр) статусне тивĕçтерес официаллă сĕнӳпе ПĔТКпе РСФСР ХКК органĕсене тухнă.
Малтан Чăваш АО 3 уеса пайланнă: Шупашкар, Çĕрпӳ тата Етĕрне. Кĕçех Çĕрпӳ уесĕ йышĕңче Йĕпреç районне туса хунă. 1921 çулта Йĕпреç районне Çĕрпӳ уесĕнчен кăларса Патăрьел (хăшпĕр çăлкуçсенче — Йĕпреç) уесне тăваççĕ.
Чăваш АО 1925 çулхи акан 21-мĕшĕнче АССР куçарнă. Çакăн чухне Чĕмпĕр кĕпĕрнинчен унăн йышне территории панă, унта Çĕнĕ Улатăр (1926 çултанпа — Улатăр) уесне йĕркеленĕ.
Хронологи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- 1920, кăрлач, 3 — Нацхалкомĕнче пĕлтернĕ.
- 1920, çĕртме, 24 — Чăваш автономиллĕ облаçне (Чӑваш Ӗҫ Коммуни) туса хунă.
- 1920, утă, 12 — Чăваш облаçĕн РКП(б) комитечĕ ĕçе пикеннĕ.
- 1920, утă, 7 — чӳк, 11 — I Чăваш облаçĕн Канашсен пуçтарăнăвĕ.
- 1920, чӳк, 12 — Чăваш кĕнеке издательствине туса хунă.
- 1921, кăрлач, 24—27 — Чаппан вăрçи
- 1921, нарăс, 12 — Чăвашсен тĕп музейне уçнă.
- 1921, нарăс, 12 — Тăван ене тĕпчекен пĕрлĕхе туса хунă.
- 1921, çуркунне — вут-çулăм 43 пин теçетке вăрмана (пĕтĕм вăрманăн 7 %) çунтарса янă.
- 1921, авăн, 22 — Шăмăршă вулăсĕпе Çĕрпӳ уесĕн хăшпĕр ялĕсене уйăрнă, вĕсемшĕн облаç ăшне Тутар АССР йышĕнчи Теччĕ тата Пăва кантонĕсен ялĕсене панă.
- 1921, çуркунне—çулла — шăрăх, выçлăх пуçланнипе халăх Çĕпĕре куçса кайнă.
- 1921, юпа, 28 — Шупашкар уесĕнчи хăшпĕр ялсемпе вулăссене Мари АО территорине панă.
- 1922, çу, 13 — выçлăха лекнисене пулăшмашкăн Шупашкара Американ пулăшу администрацин элчисем çитнĕ.
- 1923 — Чăваш автономиллĕ облаçĕ Мускаври Пĕтĕм Пĕрлешĕври курава хутшăннă.
- 1924 — «Сунтал» журналăн пĕрремĕш номерĕ кун çутине курнă.
- 1924 — Чăваш наци хорне йĕркеленĕ.
- 1925, пуш, 18 — «Капкăн» сатира журналĕн пĕрремĕш номерĕ тухнă.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- У истоков Чувашской Автономии 2015 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче архивланӑ.
- Даниил Эльмень - герой или аутсайдер чувашской истории?
Ку Совет Союзĕ пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |
Чăваш Енĕн историйĕ |
|
---|---|
Чăваш Енĕн территорийĕ Авалхи тĕнчере | |
Чăваш Енĕн территорийĕ Вăтам ĕмĕрсенче |
Хунсен империйĕ (434 — VI ĕмĕр) • Анăç Тĕрĕк хаканлăхĕ (VII ĕмĕр) • Хасар хаканлăхĕ (650—969) • Атăлçи Пăлхар (X ĕмĕр — 1240) • Ылтăн Урта (Пăлхар улусĕ) (1240 — 1438) • Хусан ханлăхĕ (1438 — 1552) |
Чăваш Енĕн территорийĕ Вырăс патшалăхĕнче |
Хусан патшалăхĕ (1552 — 1708) |
Чăваш Енĕн территорийĕ Раççей империйĕ йышĕнче | |
Чăваш Ен РСФСР (ССРП) йышĕнче | |
Чăваш Ен РФ йышĕнче |
Чăваш Республики (1992-па) |
РСФСР |
|
---|---|
Пушкăрт (1919—1990¹) • Бурят (1923—1990¹) • Туçи-Алтай (1990¹—1991²) • Туçи (1921—1924) • Дагестан (1921—1990¹) • Кабарда-Палкар (1936—1990¹; 1944—1957 Кабарда) • Касак (1925—1936) • Калмăк (1935—1943; 1958—1990¹) • Каракалпак (1932—1936) • Карачай-Черкес (1990—1990¹) • Карел (1923—1940; 1956—1990¹) • Киргиз (1920—1925) / Киргиз (1926—1936) • Коми (1936—1990¹) • Крым (1921—1945) • Мари (1936—1990¹) • Мордва (1934—1990¹) • Атăлçи нимĕçĕсем (1918—1941) • Çурçĕр-Осети (1936—1990¹) • Тутар (1920—1990¹) • Тува (1961—1990¹) • Туркестан (1918—1924) • Удмурт (1934—1990¹) • Чечен-Ингуш (1936—1944; 1957—1990) • Чăваш (1925—1990¹) • Якут (1922—1990¹) | |
Адыг (Черкес) (1922—1928) • Адыг (1928—1991) • Бурят-Монгол (1921—1923) • Вот (1920—1932) • Туçи-Алтай (1948—1991) • Еврей (с 1934) • Ингуш (1924—1934) • Кабарда (1921—1922) • Кабарда-Палкар (1922—1936) • Калмăк (1920—1935; 1957—1958) • Карачай-Черкес (1922—1926; 1957—1991) • Карачай (1926—1943) • Коми (Зырян) (1921—1936) • Мари (1920—1936) • Монгол-Бурят (1921—1923) • Мордва (1930—1934) • Атăлçи нимĕçĕсем (1918—1924) • Ойрат (1922—1932) / Ойрот (1932—1948) • Çурçĕр-Осети (1924—1936) • Тува (1944—1961) • Удмурт (1932—1934) • Хакас (1930—1991) • Черкес (Адыг) (1922) • Черкес (1928—1957) • Чечен (1922—1934) • Чечен-Ингуш (1934—1936) • Чăваш (1920—1925) | |
Агин Бурят-Монгол НТ (1937—1958) / Агин Бурят АО (1958—2008) • Аргаяшский НО (1934) • Палкар тăрăхĕ (1921—1922) • Витим-Олёкма НТ (1931—1938) • Ингуш тăрăхĕ (1921—1924) • Кабарда наци тăрăхĕ (1920—1921) • Карачай наци тăрăхĕ (1920—1922) • Карел наци тăрăхĕ (1937—1939) • Коми-Пермь (1925—2005) • Коряк (1930—2007) • Ненец (с 1929) • Остяк-Вогул НТ (1930—1940) • Охотск-Эвен НТ (1930—1934) • Çурçĕр-Осети тăрăхĕ (1920—1921) • Сунжа касак тăрăхĕ (1920—1929) • Таймыр (Долган-Ненец) (1930—2006) • Усть-Орда Бурят начи тăрăхĕ (1937—1978) / АТ (1978—2008) • Хантă-Манси НТ (1940—1978) / АТ (с 1978) • Чечен наци тăрăхĕ (1920—1922) • Черкес наци тăрăхĕ (1926—1928) • Чукотка (с 1930) • Эвенк (1938—2007) • Ямал-Ненец (с 1930) | |
¹ Суверенитет декларацине йышăннă вăхăт ² Республика статусне çирĕплетни |
Чăваш Ен |
|||
---|---|---|---|
Тĕп хула: Шупашкар Районсем: Вăрмар | Вăрнар | Елчĕк | Етĕрне | Йĕпреç | Канаш | Комсомольски | Красноармейски | Куславкка | Муркаш | Патăрьел | Пăрачкав | Сĕнтĕрвăрри | Çĕмĕрле | Çĕрпӳ | Тăвай | Улатăр | Хĕрлĕ Чутай | Шăмăршă | Шупашкар | Элĕк | Статьясем: Географи | Гербĕ | Гимнĕ | Историйĕ | Халăхĕ | Администрациллĕ-территориллĕ пайланăвĕ | Ялавĕ |