Контент патне куҫ

Конюшев Николай Степанович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Николай Конюшев
Çуралнă чухнехи ят Конюшев Николай Степанович
Гражданлăх

ССРП СССР

РФ
Професси актёр, кинорежиссёр
Карьера 1970—хал. вăх.
Тĕлĕ Мускав

Конюшев Николай Степанович (кăрлач, 23, 1939, Калманттай чăваш ялĕ, (Вольски районĕ), Сарăту облаçĕ, РСФСР, ССРП) — актёр, кинорежиссёр. Раççей кинематографисчĕсен пĕрлешĕвĕн пайташĕ, РФ культура тава тивĕçлĕ ĕçлевçи (1995)[1].

1957-мĕш çулта тăван ялĕнчи, Калманттайри, шкула вĕренсе пĕтернĕ[2]. МГУра журналистика факультечĕнче, ВГИКра режиссёрсен факультетенче вĕреннĕ.

Сынсем, Николай Конюшевăн биографийĕпе хытăрах кăсăкланса, ак çакăн пек ыйтусем те лартаççĕ (аяларах илсе катартакан цитатăсене пăхăр).

<Куçару: 1№ Губанов Владимир (Балаково хули) 5.07.2012 - 00:07 Николай Степанович Саратов облаçĕнчи Вольски районĕнчи маншăн <тăван> Калманттай ялĕнче çуралнă. "Белого солнца пустыни","Безымянная звезда" тата ыттисен иккĕмĕш режиссёрĕ.>

<Куçару: 5 мар 2016 13:59

Владимир Губанов Конюшев Николай Степанович 1939-мĕш çулхи февралĕн 23-мĕшĕнче Калманттай ялĕнче çуралнă. Анчах та çакна тимлĕн пытарать... темшĕн..."Юность" студин директорĕ (Ролан Быков фончĕ) http://www.kino-teatr.ru/kino/director/sov/89094/foto >

<Куçару: 1№ Валентина Одноволенко(Конюшева) (Омск хули) 24.03.2014 - 07:58 Хисеплĕ Николай Степанович, эпир сирĕнпе тăвансем пулас, ман атте Конюшев Фёдор Николаевич 1908-мĕш çулта çуралнă — Саратов облаçĕ, Вольски районĕ, Калманттай ялĕ, унтах унăн ытти пĕртăванĕсем те çуралнă. Май пулсан хуравлама ыйтатăп. Хисеплесе Валентина Федоровна.>

Пултарулăх ĕçĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

"Дорога" (1975) тата "Лапта" (1988) фильмсене тĕп режиссёр пулса ÿкернĕ. Пĕрремĕшĕ — мелодрама, тепри — драма.

Çак фильмсенче ассистент е иккĕмĕш режиссёр пулса тăрăшнă

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • 1970 "Белое солнце пустыни", ассистент (актёрсемпе ĕçлесси енĕпе)
  • 1970 "Кража" 2-мĕш режиссер, актер
  • 1970 "Один из нас" ассистент, актер
  • 1976 "12 стульев", иккĕмĕш режиссёр.
  • 1974 "Лев Гурыч Синичкин", 2-мĕш режиссер
  • 1978 "Безымянная звезда", 2-мĕш режиссер
  • 1980 "Частное лицо" 2-мĕш режиссер, актер

Николай Конюшев çак фильмсенче вылянă

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • 1981 "Шофёр на один рейс", ГАИ инспекторĕ Золотухин
  • 1981 "20 декабря", эпизод
  • 1980 "Частное лицо", Маркелов (титрсенче çук)
  • 1974 "Одиножды один", эпизод

Директор пулса хутшăннă

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • 1998 "Факультет ненужных вещей", директор

Документлă кино

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • 2008 Неизвестная версия | Невідома версія (Украина, документла).

Машăрĕ — Ольга Ромашко, хĕрĕ — Марина Ромашко, мăнукĕсем — Саша (хĕр) тата Настя Ромашко[6].

Çавăн пекех пăхăр

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]