Кривоносов Владимир Михайлович
Курӑнакан калӑплав
Кривоносов Владимир Михайлович, — кĕвĕç. 1904 çулхи юпа уйăхĕн 4-мĕшĕнче Мускавра çуралнă. 1941 çулхи юпа уйăхĕн 4-мĕшĕнче Вязьма патĕнчи çапăçура пуçне хунă.
1935 çулта Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ ятне тивĕçнĕ.
Пурнăçĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1930 çулта Мускав консерваторине вĕренсе пĕтернĕ. Унăн вĕрентекенĕсем Г.Н. Дулов, К.Г.Мострас (скрипка), Г.Э. Конюс тата Р.М. Глиэр (музыка теориĕн предмечĕсем) пулнă. 1939 çулта унтах «Музыка этнографиĕ» темăпа асперантурăна пĕтернĕ.
1930-1936 çулсенче Шупашкарта ĕçлесе пурăннă.
Ӗçĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Пĕрремĕш «Хаваслăх» ятлă чăваш музкомедиĕн авторĕ. Кантата, симфони тата камерлă-инструментлă произведенисем çырнă. Чăваш халăх кĕвĕ инструменчĕсене тĕпченĕ.
Веренекенĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Унăн вĕренекенĕсем:
- Воробьев Геннадий Васильевич (1918-1939);
- Лебедев Герман Степанович (1913-1980);
- Орлов-Шуçăм Аристарх Гаврилович (1914-1996);
- Хирпю Григорий Яковлевич (1911-1983);
- Лукин Филипп Миронович (1913-1994);
- Ходяшев Виктор Александрович (1917-2000);
- Васильев Фёдор Семёнович (1920-2000);
- Токарев Аверий Матвеевич (1918-1997);