Токарев Аверий Матвеевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Токарев Аверий Матвеевич, — чăваш кĕвĕçи, вĕрентекен. 1918 çулхи ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чикмĕ уесĕнчи (халĕ Чăваш Енĕн Муркаш районĕ) Кашмаш ялĕнче çуралнă. 1997 çулхи нарăсăн 7-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.

Пурнăçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1941 çулта контробас енĕпе Шупашкарти кĕвĕ училищине вĕренсе пĕтернĕ. 1944-1946 çулсенче Çар дирижёрĕсен аслă училищин (Мускав) курсанчĕ пулнă.

Ӗçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Аверий Токарев ытларах енĕпе симфониллĕ ĕçсем çырнă. Вăл 5 симфони (1961-1986), увертюрăсем, сюитăсем, симфониллĕ ташăсем çырнă. Ытти ĕçĕсен шутĕнче çаксене асăнмалла: «Чипер пикесемпе маттур йĕкĕтсем» (1957) кĕвĕллĕ комеди, «Сарпике» (1960) балет. Вал савăн пекех оркестрпа инструментсем валли концертсем, инструментлă пьесăсем, романссем çырнă, юрăсем хывнă.