Кудрявцева Мария Порфирьевна
| Кудрявцева Мария Порфирьевна | |
| Чӑн ят | Кудрявцева Мария Порфирьевна |
|---|---|
| Çуралнă вăхăт | 1927 çулхи акан 15-мĕшĕ[1] |
| Çуралнă вырăн | Чăваш Çĕпрел, Çĕпрел районĕ, Тутарстан) |
| Вилнĕ вăхăт | 1996 çулхи кăрлачăн 11-мĕшĕ |
| Гражданлăх | Раççей |
| Ашшĕ | Кудрявцев Порфирий |
| Амăшĕ | Кудрявцева Дарья[1] |
| Чыславсемпе парнесем | Ленин орденĕ |
Кудрявцева Мария Порфирьевна (1927-1996) — вĕрентевçĕ тата педагог. Чăваш АССР тава тивĕçлĕ вĕрентевçи (1962), РСФСР тава тивĕçлĕ вĕрентевçи (1964)[2] , Ленин орденĕн кавалерĕ [3][4]. Калас пулать, вĕсен килйышĕн несĕл хушамачĕ — "Салмин"[5]. Мĕнлерех майпа "Кудрявцев" хушамат пулса тăни паллă мар.
Пурнăçĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Хăшпĕр çăлкуçсем М.П.Кудрявцева "Çĕпрел" ялĕнче çуралнă теççĕ. Анчах çакăн пек ятлă виçĕ ял пур: Кивĕ Çĕпрел, Çĕнĕ Çĕпрел тата Чăваш Çĕпрел. Чăннипе вара вăл Чăваш Çĕпрелĕнче çуралнă. Çакна 1970-мĕш çулта панă çуралнин кӳнтеленĕшĕ çирĕплетет. Асăннă документа (тĕрĕсрех: унăн ӳкерчĕкне), сăмахран, П.В.Мулюков проекчĕпе ăсталанă видеора[1] курма пулать.
Тепĕр çултан (1928) вĕсен килйышĕ хальхи Патăрьел районĕнчи Кивĕ Ахпÿрт ялне куçса килнĕ. Сăваплăхçă пулнине кура, ашшĕне репрессиленĕ. Ун чухне пĕчĕк Мария пиллĕкре пулнă.
Ăçта вĕренни
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Патăрьелĕнчи педагогика вĕрентĕшне (1944) тата И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтне (1950) пĕтернĕ. Паллă ĕнтĕ, вĕрентевçĕсем хушăран-хушă тĕрлĕрен курссене кайса пĕлĕвне ÿстереççĕ. Ку тĕлĕшпе М.П.Кудрявцева пирки халлĕхе ним те паллă мар.
Ăçта ĕçлени
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Тури Туçари вăтам шкулта ĕçленĕ (1950-1981).
Чир
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Çыннăн чир-чĕр ыйтăвĕ интимлă ыйту шутланать. Анчах та М.П.Кудрявцева чирĕ хăй пурăннă чухне те вăрттăнлăх шутланман. Паян та ун пирки уççăнах калаçма пулать. Мĕншĕн тесен Мария Порфирьевнан пĕтĕм кунçулĕ — чир-чĕре тата ытти йывăрлăхсене çĕнтерсе пыни. Căмахран, вăл йывăр операцисене тÿссе ирттернĕ. Хăшпĕр хыпарсем тăрăх, ăна малтан операци тăвакансенчен пĕри В.Л.Козлов хирург[6] пулнă. Сиплекен тухтăр — В.Ф.Никитина[7].
Чыславсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]| Статьян çак пайне халлĕхе çырман. Википедине хутшăнакан ĕмĕчĕпе, çак вырăнтаятарлă пай. Эсир çак пая çырса проекта пулăшма пултаратăр. |
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]| Статьян çак пайне халлĕхе çырман. Википедине хутшăнакан ĕмĕчĕпе, çак вырăнтаятарлă пай. Эсир çак пая çырса проекта пулăшма пултаратăр. |
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- 1 2 3 М.П.Кудрявцевана асăнса. (7:15 хыççăн пăхăр)
- ↑ М.П.Кудрявцевана асăнса. (9:10 хыççăн пăхăр).
- ↑ Вазанова М.Г. Чăваш энциклопедийĕнчи статья. (Кунта РСФСР тава тивĕçлĕ вĕрентевçи пулнине каламасăр хăварнă, çавăн пекех хăçан çуралнине те тĕрĕс мар кăтартнă.)
- ↑ #ЛюбиЧувашию Батыревский район 24 дек 2015 в 9:07
- ↑ Трудовая династия Салминых.
- ↑ КОЗЛОВ ВЛАДИМИР ЛЬВОВИЧ.
- ↑ Алексеев Г.А. Чăваш энциклопедийĕнчи статья. 2022 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче архивланӑ.
- Шаблонсенче тӑтӑш тӗл пулакан аргументсемпе усӑ куракан старницӑсем
- Википедия:Статьи с ручной викификацией дат в карточке
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Википедия:Статьи без изображений (тип: тăнлă çын)
- Педагогсем, алфавитпа
- Пайăр çынсем:Чăваш Ен
- Пĕрлĕх ĕçченĕсем
- Раççей педагогĕсем
- 1927 çулта çуралнисем
- Акан 15-мĕшĕнче çуралнисем
- 1996 çулта вилнисем
- Кăрлачăн 11-мĕшĕнче вилнисем