Кургинян Сергей Ервандович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску
Disambig gray.svg Кургинян хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Сергей Ервандович Кургинян
S.e.kurgunyan.jpg
Çуралнă вăхăт: 1949, чӳк, 14
Çуралнă вырăн: Мускав, РСФСР, СССР
Ăслăх сфери: физика, математика, политологи
Альма-матер: Мускаври геологоразведка институчĕ,
Борис Щукин ячĕллĕ театр институчĕ
Паллă: политолог, пĕрлĕх ĕçченĕ, театр режиссёрĕ[1][2]
(Аудио)
С.Е. Кургинянăн çырнă сасси

Кăтартнă чух пулăшни

Серге́й Ерва́ндович Кургиня́н (1949.14.11, Мускав, СССР) — совет тата раççей политика ĕçченĕ, театр режиссёрĕ, политолог тата «Суть Времени» юхăмăн ертӳçи[3]. 2012 çулчен «Россия» телеканал çинче «Исторический процесс» политика ток-шоуне ертсе пынă[4].

Биографи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Мускав ăсчахĕсен çемьинче çуралнă. Ашшĕ — Ерванд Амаякович Кургинян (1914—1996), историк, «тĕттĕм эрмен ялĕнчен»[5]. Амăшĕ — Мария Сергеевна Бекман (1922—1989) А. М. Горький ячĕллĕ РĂА тĕнче литературин институчĕн литература теорин уйрăмĕн аслă ăслăх ĕçтешĕ, Т. Манн пултарулăхĕн специалисчĕ, чылай монографин авторĕ. Кукаçи, Сергей Николаевич Бекман — дворянин, Раççее Иван IV патне хĕсмете килнĕ Бекман швед нĕселĕ, тата Бонч-Осмоловский поляк дворян раттин нĕселĕ, шурă офицер, хĕрлисем енне куçнăскер, ăна 1938 çулта персе пăрахнă[6]. Кукамăшĕ — Мария Семёновна Бекман, Смулен Мещерская кнеç хĕрĕ [7].

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ С. Е. Кургинян в МГУ имени М. В. Ломоносова
  2. ^ Презентация книги Анатолия Александрович Сазонова «Кто и как уничтожал СССР»
  3. ^ Сторонники оппозиции вышли на улицы — Первый канал
  4. ^ Фрагмент передачи «Смысл игры — 14», в котором С. Е. Кургинян говорит о своем выходе из передачи «Исторический процесс»
  5. ^ Сергей Кургинян: Россия обречена снова стать сверхдержавой
  6. ^ Стенограммы суда времени. 23. Троцкий. Центр Кургиняна. — «Кургинян: «…мой дед тоже погиб в 1937 году»»  çăлкуçран архивланă 28 Ака уйăхĕн 2013. Тĕрĕсленĕ 20 Ака уйăхĕн 2013.
  7. ^ http://profbeckman.narod.ru/Sergey.pdf

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Кирлисем

Ыттисем