Контент патне куҫ

Кусар пулă

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Чехонь

Кусар пулă е Хăçах лат. Pelecus cultratus - карп йышне кĕрекен пулă. Кĕлетки çӳхе те вăрăм – 50 сантиметра , йывăрăшĕ – 600 грама çитме пултарать. Кусар пулă хăвăрт ӳсекен пулă: 5 çулхискер – 150-200 грама çитет.

Ку пулă кĕмĕлтерех тĕслĕ. Çурăмĕ симĕсрех. Хуппи çӳхе, вĕтĕ, хăвăрт тăкăнать. Кĕлеткин аяккипе авкалачăк йĕр пур.

Вăлчине кусар пулă шыв çинех сапать. Пулă тĕввисем шывпа юхнă майăн аталанаççĕ.

Тăранасса кусар пулă вак пулăсемпе, çурăм шăммисĕррисемпе тăранать. Шыв лĕпĕшĕ тухнă вăхăтра ăна кăна тытать.

Кусар пулă тытма вăлта йăппи çине ăман е шăна тирсен лайăх.

Типĕтнĕ аçтăрхан кусар пулли

Игнатьев Н.Г., Шабалкин В.М. Чăваш ен чĕр чунĕсем. — Чăваш кĕнеке издательстви. — ISBN 5-7670-1021-8


Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.