Ласточкин Антон Тихонович
Антон Ласточкин | |
Ласточкин Антон Тихонович | |
Çуралнă вăхăт: | 1892, кăрлач, 12 |
---|---|
Çуралнă вырăн | Таяпа Энтри ялĕ, Теччĕ уесĕ, Хусан кĕпĕрни (халь Чăваш Енĕн Елчĕк районĕ) |
Вилнĕ вăхăт: | 1968 |
Вилнĕ вырăн: | Самар, РСФСР, ССРП |
Гражданлăх: | Раççей империйĕ ССРП |
Парти: | РКП (б) |
Ĕçлев тĕсĕ: | ЧАО Ӗҫ уйрăмĕн ертӳçи, ЧАО РКП (б) обкомĕн яваплă секретарĕ |
Ласточкин Антон Тихонович (Хусан кĕпĕрнинчи Теччĕ уесĕнчи Таяпа Энтри, 1892 — 1968, Самар хули) — революционер, политика тата патшалăх ĕçлевçи[1].
Кунçул
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ласточкин Антон Тихонович 1892 çулхи кăрлачăн 12-мĕшĕнче Хусан кĕпĕрнинчи Теччĕ уесĕнчи Таяпа Энтри ялĕнче çуралнă.
1913-мӗш ҫултанпа салтак хĕсметĕнче, 1914-1918 ҫулсенче тыткăнра пулнă. 1919-1920 çулсенче Теччĕ уесӗнчи халăх пĕлӳлĕх уйрӑмĕн инструкторĕ, Хӗрлӗ Çарта хĕсметре.
Наци ӗҫӗсен Халăх Комиссариатӗнчи Чӑваш уйрăмĕнче (1920 пуш - çурла уйăхĕсем), Чӑваш автономлă облаҫĕн Ӗҫ уйрăмĕн заведующийӗ (1920-1921), ЧАО РКП (б) обкомĕн яваплă секретарĕ (1921, юпа — 1922, пуш), ЧАО тытсапыраканлӑх, халăх пĕлӳлĕх, комуналлӑ уйрӑмĕн заведующийӗ (1922-1923), Чӑваш рабочисен коммунин потребитель пĕрлĕхĕсен пӗрлешĕвӗн председателӗ (1922-1923), Чӑваш Ял Хуҫалӑх банкӗн правленин председателӗ (1923- 1929), Чулхула Енри ялхуҫалӑх кооперацин председателӗн ҫумӗ (1929-1930, пуш).
1930-33 çулсенче — Мускаври колхозсен ăслăхпа тӗпчев институчӗн аспиранчĕ.
ССРП Халăх Комиссариачĕн Канаш тата Куйбышев облаҫĕ аппарачĕн яваплӑ ӗҫлекенӗ.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Теччĕ уесĕнче çуралнисем
- Самарта вилнисем
- Политиксем, алфавитпа
- Википеди:Политиксем пирки портретсăр статьясем
- XX ĕмĕрти политика ĕçченĕсем
- Чăваш Енĕн политикĕсем
- Патшалăх ĕçченĕсем
- Пĕрлĕх ĕçченĕсем
- 1892 çулта çуралнисем
- Кăрлачăн 12-мĕшĕнче çуралнисем
- 1968 çулта вилнисем
- Чăваш Енĕн паллă çыннисем