Контент патне куҫ

Таяпа Энтри

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Таяпа Энтри Tajapa Entri
Ялав Герб
Ялав Герб
ПатшалăхРаççей
Федераци субъекчĕЧăваш Ен
Муниципаллă районЕлчĕк
Ял тăрăхĕКĕçĕн Таяпа
Координатсем55°11′36″ с. ш. 47°58′25″ в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Малтанхи ятсемЯнашева на диком поле, Старая Янашева (Старое Енашево), Старая Енашева (Эндрей), Андреева, Янашево
Наци йышĕчăвашсем
Конфесси йышĕ2 пайран тăрать: 1. Атеиссемпе турра ĕненменнисем. 2.Тĕне тытакансен; ку шутра пурте тенĕ пекех православи чиркĕвĕн йышĕнче
Вăхăт тăрăхĕUTC+4
Телефон кочĕ+7 835 49 616
Почтă индексĕ429380
Автомобиль кочĕ21, 121
ОКАТО кочĕ97 255 845 008
Таяпа Энтри (Раççей)
Точка
Таяпа Энтри (Чăваш Ен)
Точка
Ку терминӑн урӑх пӗлтерӗшсем пур, Таяпа (пĕлтерĕшсем) пӑхӑр.

Таяпа Энтри, Tajapa EntriЧăваш Енĕн Елчĕк районĕнчи ял. Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕ йышне кĕрет.

Таяпа Энтри Питтĕпелтен 6 çухрăмра вырнаçнă, Тип Пăла юханшывăн икĕ çыранĕпе сарăлса ларать. Чи çывăх ял 1,8 çм-ра вырнаçнă (Кĕçĕн Таяпа), чи инçетри ял 16 303 çм-ра, Çулăмлă Çĕр утравĕ çинче (Кăнтăр Америка) вырнаçнă (Печерей).

Ял тытăмĕ, халăх йышĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2010-мĕш çулхи çыравпа ялта 653 çын, çав шутра 311 арçын, 342 хĕрарăм пурăннă[1].. Ку шутран 47.6 % арçынсем. Халăх йышĕ 1979-мĕш çултанпа ӳсес вырăнне чакса пырать. 70-мĕш çулсенче Таяпа Энтринче 1000 ытла çын пурăннă, 2006 çулта 824 çын. Анаткас, Арманкас, Çӳлтикас, Йăлăмкас, Лавккакасси, Малтикас, Çĕнкас, Майракасси, Поçелкă, (Ял), Тукас урамĕсем.

Таяпа Энтрине XVI ĕмĕр вĕçĕнче Хусан çывăхĕнчен куçса килнĕ чăвашсен пĕр ушкăнĕ никĕсленĕ. Ку саманара, Хусан ханлăхĕ пĕтнĕ хыççăн, вырăс администрацийĕ çирĕплениччен, чăваш халăхĕ ясак-налук тулемен. Вырăссен начар çĕнĕ йĕрки çинчен сăмах сарăлнă хыççăн, ирĕклĕхе хăнăхнă çамрăк çынсем пуçтарăннă та: "Чăвашла пĕлменнии сире пирĕн ачасен пуласлăхне тытса илме ирĕк памасть", - тенĕ. Çак сăмахсемпе вĕсем хальхи Чăваш кăнтăр енне çула тухнă.

Халăх халапĕпе, ушкăн, хальхи Арманкас вырăнĕнче чарăннă чухне, тиха кăтăрса чупнине, илемлĕ уй-хир тата тап-таса çăл кура кайсан, каланă: "Ах, мĕнле илемлĕ! Кунта пурăнма юлар пуль", тенĕ.

Этимологсен шучĕпе, Таяпа Энтри хăй ятне юханшыв çинче мĕнле вырнаçнипе илнĕ. Мĕншĕн тесен, Таяпинка юханшыв çинче çулĕрех Таяпа (Кĕçĕн Таяпа) вырнаçнă. Аяларах вара - Таяпа Энтри (Таяпа Анатри).

1917 çулчен Теччĕ уесĕн Пысăк Таяпа вулăсне кĕнĕ.

Паллă çынсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]