Ла-Манш

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Координатсем: 50°11′01″ с. ш. 0°31′52″ з. д. / 50.183611° с. ш. 0.531111° з. д. (G)

Ла-Манш тинĕс пырĕн касмос ӳқерчĕкĕ
Дувр сăнĕ, франци çыранĕ енчен
Ла-Манш тинĕс пырĕн Бретань çыранĕнчи утравăн Дю Геклен форчĕ
Франци çыранĕнчи Атлантика валĕн пайĕ

Ла-Ма́нш (фр. la Manche — çанă), çаплах Анкăл кана́лĕ (акăл. English Channel) — Францин çыранĕпе Аслă Британи хушшинчи тинĕс пырĕ.

Тавралăхĕ[тӳрлет]

Па-де-Калепе пĕрле Çурçĕр тинĕсне Атлантика океанĕпе çыхăнтарать. Вăрăммăшĕ 578 çм, хĕвел анăçĕнчи анлăшĕ 250 çм, хĕвел тухăçĕнчи — 32 çм, фарватерăн чи тарăн мар вырăнĕ 23,5 м. Ла-Манш айĕпе (Дуврпа Кале хушшинче) тоннель (пĕтĕмĕшле тăсăлăвĕ 52,5 çм, çав шутра 38 çм тинĕс пырĕн айĕпе) чавнă. Паллă портсем: Портсмут, Саутгемптон, Гавр, Шербур.

Ла-Манш урлă каçни[тӳрлет]

Шыв ишевçисем Ла-Манш кӳлмекĕ урлă йывăр тăрăмра — сивĕ шыв (15—18 °C çулл), хумсем тата çил (Бофорт шкалипе 4 балл хумхануллă чухне таранах ишеççĕ), çаплах шыв хăпарнипе тата аннипе çыхăннă юхăмсем — каçаççĕ. Çапла ĕнтĕ, Ла-Манша халиччен пĕлнипе 900 яхăн çын çеç ишсе каçма пултарнă (2008 ç. пуçламăш тĕлне) — Эверест тăррине хăпарнă çын йышĕ ытларах шутланать.

  • Этемлĕх кун-çулĕнче Ла-Манш кӳлмекне пĕрремĕш британ ишевçи Мэттью Уэбб 1875 çулта 21 сехет те 45 минутра каçнă. Пĕрремĕш хĕрарăм кӳлмеке 1926 çулта 14 сехет те 39 минутра (Гертруда Эдерле, АПШ) каçнă.
  • СССР спортсменĕсем кӳлмеке кĕрешсе ишме килмен. Кӳлмеке атакăланă пĕрремĕш раççей çынни — ирĕклĕ ишевçĕ Павел Кузнецов (36 çулта) (2006 çулхи çурлан 22—23-мĕшĕнче, 14 сех. 33 мин. 25 çек.). Юрий Кудинов раççей çынни 2007 çулхи çурлан 24-мĕшĕнче тĕнчери шутлава виççĕмĕш вырăна 7 сехет те 5 мин. 42 çек. çырать. 2007 çулта кӳлмеке раççей икĕ хĕрарăмĕ çĕнтернĕ: çурлан 26-мĕшĕнче — Наталья Панкина (8 сех. 11 мин.) тата авăнăн 6-мĕшĕнче — Алла Кассиди (13 сех. 7 мин.).[1]
  • Ар çынсем хушшинче хăвăрт ишсе каçаканни — пăлхар ишевçи Петр Стойчев (2007 çул, 6 сех. 57 мин. 50 çек.); хĕрарăмсен йышĕнче — чех ишевçи Иветта Главачова (2006 çул, 7 сех. 25 мин. 15 çек.).
  • Çаплах Ла-Маншри мăран ишевсене те палăртаççĕ. Чи мĕшĕлтийĕ 28 ч. 44 мин. (Джеки Кобелл, Аслă Британи, 2010 çул).[2]
  • 42-çулхи Филипп Круазон франци çынни, алсă-урасăрскер, Ла-Манш урлă каçма пултарнă. Çак ĕçре вăл шывра тăнăçлă пулма ятарлă протезсемпе усă курнă, унчен эрнере 35 сехет хăтланнă. Филипп ишме Фолькстон бритон портĕнчен пуçлать те Виссан франци хулинче вĕçлет.[4]

Асăрхавсем[тӳрлет]