Тинĕс пырĕ
Курӑнакан калӑплав

Тинĕс пырĕ (акӑл. Channel, Strait) — типĕ çĕрĕн икĕ пайĕ хушшинчи, юнашар шыв бассейнĕсен е вĕсен пайĕсене çыхăнтаракан шыв уçлăхĕ.
Тинĕс пырĕсен пахалăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Тинĕс пырне вăрăммăшпе, ансăрлăшпе тата анлăшпе, тарăнăшпе хаклаççĕ. Çаплах юхăмне тата хăвăртлăхне кăтартаççĕ. Карап çӳремелли тинĕс пырĕн лоцийе пур.
Çĕр çинчи чи вăрăм тинĕс пырĕ — Мозамбик тинĕс пырĕ, вăрăммăшĕ 1760 çухрăм. Çĕр çинчи чи анлă тинĕс пырĕ — Дрейк тинĕс пырĕ, анлăшĕ 820 çухрăм.
Тинĕс пырĕсен классификацийĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Океан бассейнĕн енĕпе
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Пĕр океан бассейнĕн тинĕс пырĕ (Дарданелл тинĕс пырĕ, Атлантика океанĕ).
- Икĕ океанăн бассейнĕсене çыхăнтаракан тинĕс пырĕ (Беринг тинĕс пырĕ, Лăпкă тата Çурçĕр Пăрлă океан).
Континентсем енĕпе
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Территори харпăрлăх е тĕнчери статусĕ енĕпе
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Тĕнчери, мĕнпур патшалăх карапĕсемшĕн пĕр тан уçă тинĕс пырĕ (Сингапур тинĕс пырĕ).
- Пĕр (Босфор, Турци) е темиçе (Керчь тинĕс пырĕ, Раççей тата Украина) патшалăхăн шыв территоринчи тинĕс пырĕ. Кун чухне ытти патшалăхсен карапĕсем тинĕс пырĕпе тӳлевлĕ е тӳлевсĕр иртме пултараççĕ.
Тĕнчери паллă тинĕс пырĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]