Контент патне куҫ

Лесная Оксана Николаевна

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Оксана Николаевна Лесная
Çуралнă чухнехи ят Оксана Николаевна Перевожкина
Çуралнă вăхăт 1965 çулхи ака, 20-мĕшĕ(1965-04-20)[1] (60 çул)
Çуралнă вырăн
Гражданлăх ССРП Беларуç
Професси XX -XXI ĕмĕрсенчи СССР тата Беларуç актриси
Чыславсемпе парнесем
медаль Франциска Скорины
IMDb ID 2703896
Логотип Викисклада Медиафайлы на Викиампар

Окса́на Никола́евна Лесна́я (хĕр чухнехи хушамачĕ Перево́жкина; ака, 20, 1965, Минск) — беларус актриси.

Оксана Лесная 1965 çулхи акан 20-мĕшĕнче Минскра çуралнă.

1986 çулта Беларуç театр тата ӳнер институтĕнче (Броварская З. И. БССР халăх артисчĕн курсĕнче) вĕренсе тухнă. Темиçĕ çул хушши çамрăк куравçă театрĕнче тăрăшнă.

1995 çулта ăна Наци академи Вырăс драма М. Горький ячĕллĕ театрне ĕçлеме чĕннĕ. Халĕ те унтах вăй хурать, сцена çинчи паллă ăста шутланать.

Пултарулăхĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Оксана Лесная Анна ролĕнче, спектакль «Прикосновение», 2001
Оксана Лесная Инкен Петерс сăнарĕнче, Ростислав Янковский Маттиас Клаузен ролĕнче, спектакль «Перед заходом солнца», 2007

Чыславсемпе парнесем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Тĕнчери «Белая Вежа» театр фестивалĕн дипломĕ, «Чи лайăх актер ăсталăхĕшĕн», «Великая княгиня Ксения» ролĕ, Спектакль «Ниночка» (Брест, авăнăн 15-мĕшĕ, 2006 çул)
  • Иккĕмĕш планри чи паха хĕрарăм ролĕшĕн номинаци, «Соблазн» фильм — XV Тĕнчери кино актёрĕсен «Созвездие» фестивалĕ (Тĕвер, çĕртмен 19-мĕшĕ, 2007 çул)
  • Диплом, «Соблазн» фильмри рольшĕн (Бердянск, çурлан 27-мĕшĕ, 2007 çул)
  • Франциск Скорина медалĕ (нарăс, 19, 2008) — ĕçри хастарлăхшăн.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Oxana Lesnaja // Česko-Slovenská filmová databáze (чеш.) — 2001.