Лобачевский Николай Иванович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Лобачевский Николай Иванович
Çуралнă вăхăт: 1792 çулхи чӳкĕн 20-мĕшĕ (раштавăн 1-мĕшĕ)
Çуралнă вырăн: Чулхула, Чулхула кĕперни, Раççей империйĕ
Вилнĕ вăхăт: 1856 çулхи нарăсăн 24-мĕшĕ
Вилнĕ вырăн: Хусан, Хусан кĕперни, Раççей империйĕ
Патшалăх:

Альма-матер: Хусан университечĕ
Паллă вĕренекенсем: И. А. Больцани,
Н. Н. Зинин,
А. Ф. Попов,
Э. П. Янишевский
Паллă: евклидла мар геометрине никĕслекенсенчен пĕрри
Чыславсемпе парнесем


Сăваплă Аннăн 1 I степеньлĕ орденĕ
Сăваплă Аннăн 1 I степеньлĕ орденĕ
Сăваплă Станиславăн I степеньлĕ орденĕ
Сăваплă Станиславăн I степеньлĕ орденĕ
Сăваплă Улатимĕрĕн III степеньлĕ орденĕ
Сăваплă Улатимĕрĕн III степеньлĕ орденĕ
Сăваплă Улатимĕрĕн IV степеньлĕ орденĕ
Сăваплă Улатимĕрĕн IV степеньлĕ орденĕ
Сăваплă Аннăн II степеньлĕ орденĕ
Сăваплă Аннăн II степеньлĕ орденĕ
Сăваплă Аннăн III степеньлĕ орденĕ
Сăваплă Аннăн III степеньлĕ орденĕ
Сăвапçă Станиславăн II степеньлĕ орденĕ
Сăвапçă Станиславăн II степеньлĕ орденĕ
Шаблон:Сăвваплă Станиславăн 3 степеньлĕ орденĕ

Николай Иванович Лобачевский (1792 çулхи чӳкĕн 20-мĕшĕ (раштавăн 1-мĕшĕ), Чулхула, Чулхула кĕперни — 1856 çулхи нарăсăн 12-мĕшĕ, Хусан Хусан кĕперни, Раççей империйĕ), — вырăс математикĕ, Лобачевски геометрине никĕслекенĕ, университетăн тата халăх çутĕçĕн ĕçтĕшĕ.

Акăлчансен паллă математикĕ Уильям Клиффорд Лобачевскине «геометрин Коперникĕ» тенĕ.

Кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Н. И. Лобачевский Чулхула кĕпернин Ардатов районĕнче çуралнă. Ашшĕ — Иван Михайлович Лобачевский (геодези департаментĕнче ĕçленĕ), амăшĕ — Прасковья Александровна Лобачевская. 1800 çулта ашшĕ вилет, вара амăшĕ çемйипех Хусана куçса каять. Унта Лобачевский гимназирен (1802—1807) вĕренсе тухать, кайран (1807—1811) Хусанти Император университетĕнче пĕлӳ пухать.

Университетра вĕреннĕ чух Лобачевские Мартин Бартельс — чаплă нимĕç математикĕн Карла Фридриха Гауссăн юлташĕ, вĕрентекенĕ — пулăшать. Вăл чухăн та хевтеллĕ студента пулăшма тытăнать. Аслă курсра Лобачевские турăсăрлăхлă тесе университетран кăларса ярасшăн пулаççĕ, анчах Бартельс тата урăх вĕрентекенсем хута кĕнипе çак хăрушăлăх аякка каять.

Университетри вĕренĕве вĕçлесен Лобачевский физикăпа математика магистрĕ шайне çӳллĕ шая тухса тивĕçет (1811), ăна университетрах хăвараççĕ. 1814 çулта адъюнкт пулса тăрать, 1816 — экстраординарлă тата 1822 ç. — ординарла профессор пулса ĕçлет. Студентсем Лобачевскин лекцисене питĕ кăмăлласа çӳренĕ.

...

Ӳкерчĕк:KazanUniversity.jpg
Хусан университечĕ, 1830-мĕш çулсем.

1826 ç. Магницкине пăхса тăракан ĕç вырăнĕнчен хăтараççĕ. Çĕнĕ попечитель вырăнне М. Н. Мусин-Пушкина лартаççĕ. Лобачевскине университет ректăрне суйлаççĕ. Вăл хăйĕн пĕтĕм вăхăтне хуçалăх ĕçĕсене ярать — штачĕсене улăштарать, механика мастерскисене, лабораторисене, обсерваторисене тăвать, библиотекăпа минералоги коллекцине çĕнетет, «Казанский Вестник» кăларăм ĕçне хутшăнать. Нумай ĕçне хăй аллипех ăсталать. Халăх валли физика ăслăлăх лекцисене ирттерет. Çав вăхăтрах вăл пĕр чарăнмасăр хăйĕн пурнăç теп ĕç-хĕлне — Евклид мар геометрине аталантарать, якатать.

1832 çулта Лобачевский Варвара Алексеевна Моисеевăна арăм тăвать. Вĕсен çичĕ ача çуралать.

Лобачевскин геометрийĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тĕп статья: Лобачевскин геометрийĕ

----

Лобачевский математикăн çĕнĕ уйрăмĕнче тăр пĕччен çеç ăсчахçă пулман. Венгр математикĕ Янош Бойяи Лобачевскинчен уйрăмах 1832 çулта евклидлă мар геометрине çырса кăтартать. Анчах та унăн ĕçĕсен хаклăхне хăй саманинче вырăна хумаççĕ.

Ӳкерчĕк:Lobachevsky medal 1895.gif
1895 çулхи юбилейлă медаль

Лобачевский чапа тухмасăрах вилет. Темиçе вунçуллăх иртсен ăслăлăхри лару-тăру пĕтĕмĕпех улшăнса каять. Лобачевский ĕçĕсене чапа тухма Э. Бельтрами (1868), Ф. Кляйна (1871), А. Пуанкаре (1883) тĕпчев ĕçĕсем пулашаççĕ. Кляйн моделĕ кăтартнипе Лобачевский геометрийĕ , Евклидăн пекех, тĕрĕс.

Раççейре 1892 çулта Лобачевскин 100-çуллăх юбилейне паллă тунă. Тĕнчери парне [[Лобачевскин медальне 1895 çулта çапса кăларнă), Хусанта ăслăхçăн палăкне уçнă (1896).

Лобачевскин 200-çуллăхĕнче (1992) Раççей банкĕ астăвăмлă вак укçа «Раççей паллă çынĕсем» серинче пичетленĕ.

Лобачевский ятне Уйăх çинчи кратера панă. Лобачевский ячĕпе Мускавăн кăнтăр-анăçĕнчи урам чысласа палăртнă.

Математикăри ытти çитĕнĕвĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Лобачевский математикăн урăх уйрăмĕсенче те паха пĕтĕмлетӳсем тупать: алгебрăра вăл çĕнĕ танлаштарусене çывăхлатса шутламалли меслет шутласа кăларать, математикăллă тишкерĕвĕнче тригонометриллĕ ĕретсен теоремисене, вĕçĕмсĕр функцийĕн ăнланăвне тĕпчесе çирĕплетет.

Тĕрлĕ çулсенче вăл математика тишкерĕвĕ, алгебра тата пулаю теорийĕ, çаплах механика, физика тата астрономи ăслăхĕсемпе темиçе çиçкĕн статья пичетленĕ.

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Васильев А. В. Николай Иванович Лобачевский. — М.: Наука. 1992. — 229 с (Научно-биографическая серия).

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Перевод, комментарии, вступительные статьи и примечания профессора В. Ф. Кагана. М.-Л., изд-во Академии Наук СССР, 1945—176 с.