Логунов Анатолий Алексеевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Disambig gray.svg Логунов хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Анатолий Алексеевич Логунов
200px
Çуралнă вăхăт: раштав, 30 1926(19261230)
Çуралнă вырăн: Обшаровка сали (халĕ Атăлçум районĕ, Самар облаçĕ, РСФСР, СССР
Вилнĕ вăхăт: пуш, 01 2015
Ăслăх сфери: теориллĕ физика
Ĕçлев вырăнĕ: МПУ, ОИЯИ, ИФВЭ, МФТИ
Ăсчах степенĕ: физика-математика ăслăхĕсен тухтăрĕ (1959)
Ăсчах хисепĕ: СССР ĂА академикĕ (1972)
Альма-матер: МПУ физика факультечĕ
Ăслăх ертӳçи: А. А. Власов,
Н. Н. Боголюбов
Чыславсемпе парнесем


Социализм  Ĕçĕн Паттăрĕ
«Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕх» II степеньлĕ орденĕ
«Тăван Çĕршыв умĕңчи тава тивĕçлĕхĕн» III степеньлĕ орденĕ
Ленин орденĕ Ленин орденĕ Ленин орденĕ Ленин орденĕ
«Хисеп Палли» орденĕ
«Ĕçри маттурлăхшăн (Вăрçăри маттурлăхшăн). Владимир Ильич Ленин 100 çул тултарнине асăнмалăх
Шаблон:Командор ордена Заслуг (Польша) Шаблон:Югослави ялавĕ орден Шаблон:Поляр çăлтăрĕ орден (Монголи)
Шаблон:Туслăх орденĕ (ЧССР)
Ленин парни — 1970 СССР патшалăх парни — 1973 СССР патшалăх парни — 1984 Шаблон:Раççей Федерацин Хисеп хучĕ

Логунов Анатолий Алексеевич, (1926, раштав, 30 Самар облаçĕ, Обшаровка сали — 2015, пуш, 1, Мускав, РФ) — физика-математика ăслăхĕсен тухтăрĕ, профессор, академик.

Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1926 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче Самар облаçĕнчи Обшаровка салинче çуралнă.

М. В. Ломоносов ячĕллĕ Мускав патшалăх университечĕн физика факультетĕнче (1951), аспирантурăра (1953) вĕренсе тухнă. Физик - теоретик. 1954 - 1956 çулсенче МПУ-ра ĕçленĕ. 1956 - 1963 çулсенче- Йĕтре Тĕпчевĕсен Пĕрлешĕннĕ Институчĕн теориллĕ физика Лаборатори директорĕн тĕпчев ĕçĕсен çумĕ (ЯТПИ, Дубна хули, Мускав облаçĕ). 1963 - 1974 çулсенче - «Пысăк Хăватлă Физика Институчĕн» (ПХФИ, Протвино хули, Мускав облаçĕ) директорĕ. 1974 - 1991 çулсенче - СССР Ăслăх Академин вице-президенчĕ. 1977 - 1992 çулсенче М. В. Ломоносов ячĕллĕ Мускав Патшалăх Университечĕн ректорĕ.

1974 çултанпа — Протвино хулинче, «Пысăк Хăватлă Физика Институчĕн» Патшалăх Тĕпчев Тĕпĕн тĕпчев ĕçĕсен ертӳçи, 1993 çултанпа - унăн директорĕ. Физикăпа математика ăслăхĕсен тухтăрĕ (1959), профессор (1961), Раççей Ăслăх Академин Академикĕ (1972), Пултарулăх Академин пайташĕ (Мускав), Тĕнчери Тĕпчев Академин академикĕ, «Теоретическая и математическая физика» журналăн тĕп редакторĕ, «Asia Pacific Peace Forum» журнал редакцин тĕнчери канашĕн пайташĕ.

Ăслăлăх ĕçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Темĕн чухлĕ тĕпчевлĕ тата ăслăлăх-ăнлануллă статьясем, монографисем хайланă. Паллăраххисем: «Основы аксиоматического подхода в квантовой теории поля», «Новая теория пространства - времени и тяготения», «Принципы квантовой теории поля», «Третий радужный мост (поиск мира и человека)».

Чыславсемпе парнесем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Ленин парни (1970)
  • СССР Патшалăх парни (1973, 1984)
  • Социаллă Ӗç Паттăрĕ
  • Ленин орденĕ (тăваттă хутчен)
  • «За заслуги перед Отечеством» III-мĕш степеньлĕ
  • «Хисеп Палли» орден
  • «Поляр çăлтăрĕ» орден (Монголи)
  • «Югослави Ялавĕ» орден (Югослави)
  • «За заслуги перед наукой и человечеством» ылтăн медалĕ (Чехословаки)
  • Ляпунов ячĕллĕ медаль
  • Гиббс ячĕллĕ медаль
  • Берлин, Братислава, Гавана, Карлов (Прага), София, Хельсинки тата чылай Япони университечĕсен Чыслă тухтăрĕ.
  • Фундаментлă тĕпчев ĕçĕсен Институчĕн теори физикин Уйрăмĕн профессорĕ (Молизе, Итали).
  • СССР политикăпа пĕрлĕх пурнăçне хастар хутшăннă: ССКП-ра 1960 çултанпа
  • СССР Аслă Канашăн депутачĕ (1979 - 1989)
  • ССКП ТК пайташĕсен кандидачĕ (1981), ССКП ТК пайташĕ (1986)

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Hero of Socialist Labor medal.png  Логунов Анатолий Алексеевич «Патшалăх паттăрĕсем» сайтĕнче

Шаблон:МПУ ректорĕсем