Любомир Левчев
Любомир Левчев | |||
Любомир Левчев | |||
Çуралнă чухнехи ят: | Любомир Левчев | ||
---|---|---|---|
Çуралнă вăхăт: | 1935, ака, 27 | ||
Çуралнă вырăн: | Троян | ||
Вилнĕ вăхăт: | 2019, авăн, 25 | ||
Вилнĕ вырăн: | Троян | ||
Гражданлăх: | Пăлхари | ||
Ĕçлев тĕсĕ: | сăвăç, прозăç | ||
Ĕçсен чĕлхи: | полхар | ||
Чыславсем: |
| ||
Любомир Спиридонов Левчев (пăлх. Любомир Спиридонов Левчев; 27.4.1935, Троян — 25.9.2019, çавăнтах) — пăлхар сăвăçи, прозăçи. Европăри ӳнер, ăслăх тата культура академин (Парис, Франци) чăн пайташĕ. Тĕнчери чылай чыслава тивĕçнĕ.
Биографи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1935 çулта Троян хулара çуралнă. Ирех сăвă шăрçалама тытăннă. Пĕрремĕш кĕнеки — «Звездите са мои» («Манăн çăлтăрсем») 1957 çулта пичетленнĕ. София университечĕн философи-истори факультетĕнче аслă пĕлӳ илнĕ.
1961—1971 çулсенче «Литературен фронт» хаçатăн редакторĕ, тĕп редакторĕ вырăнĕнче тăрăшнă.
1975 — 1979 çулсенче Пăлхари Халăх Республикин культура министрĕн пĕрремĕш çумĕ. Каярах (1979—1989) — Пăлхар çыравçисен пĕрлешĕвĕн председателĕ.
1991 çултанпа — кăларăвăш килĕн тата «Орфей» тĕнчери журналăн тĕп редакторĕ тата харпăрçи.
Поэт çитмĕл çул тултарнă тĕле Левчев хайланисем 7 томпа тухнă.
Çемье
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Ывăлĕ, Левчев Владимир сăвăç.
Чыслани
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Тĕнчери
- Франци академин ылтăн медалĕ (поэзи) тата Поэзи рыцăрĕ (1985);
- Венесуэла çыравçисен ассоциацин медалĕ (1985);
- «Мате Залки» парни (1986)
- «Борис Полевой» парни — РСФСР (1986);
- Пушкин ячĕллĕ институтăн Мăн чыславĕ (1989);
- Сорбона Мăн чыславĕ (1989);
- «Фернандо Риело» (1993).
- Ылтăн Кăшăл (2010)
- Пăлхарире
- Димитров премийĕ (1972).
- Пĕрремĕш степеньлĕ «Стара планина» орденĕ, «Пăлхаришĕн питĕ нумай тивĕçлĕхшĕн, пăлхар ӳнерĕпе культурине аталантарнăшăн тата сарнăшăн».
- Христо Данов ячĕллĕ премийĕ мĕнпур пултарулăхĕшĕн (2008).
- Ютçĕр
- III степеньлĕ «Тивĕçлĕх» орденĕ (авăн, 11, 1997, Украина) — украин-пăлхар хутшăнăвĕсене пысăк ӳсĕм кӳнĕшĕн, украин литературине Пăлхари Республикинче популяризациленĕшĕн[1].
Литература
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Левчев Д. Ты следующий. — М.: Астрель, 2012. — ISBN 978-5-271-43445-7
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Любомир Левчев Я обнимал ветра Стихотворения, поэма
- Библиография Любомира Левчева(ĕçлемен каçă)(болг.)
- Нетинфо 2008 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче архивланӑ.
- «Нарушить это холодное пространство» / Городской ритм. 2007
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Çыравçăсем, алфавитпа
- Троянра çуралнисем
- Троянра вилнисем
- «Стара Планина» орденĕн кавалерĕсем
- 3 степеньлĕ «Тивĕçлĕх» украин орденĕн кавалерĕсем
- Çыравçăсем пирки Викивулавăш каçисĕр статьясем
- Википеди:Ĕçлемен каçăллă статьясем
- Пăлхари сăвăçисем
- Пăлхари çыравçисем
- Пăлхар сăвăçисем
- Димитров премин лауреачĕсем
- ПКП ТК пайташĕсем
- Смолянăн хисеплĕ гражданĕсем
- Пăлхари мемуарисчĕсем
- Асамлӑ ISBN каҫӑсемпе усӑ куракан страницӑсем