Тадеуш Ружевич

Тадеуш Ружевич | |||||||
Tadeusz Różewicz | |||||||
| |||||||
Çуралнă чухнехи ят: | Тадеуш Ружевич | ||||||
---|---|---|---|---|---|---|---|
Çуралнă вăхăт: | 1921 юпа, 9 | ||||||
Çуралнă вырăн: | Радомско, Польша | ||||||
Вилнĕ вăхăт: | 2014 ака, 24 | ||||||
Вилнĕ вырăн: | Вроцлав, Польша | ||||||
Гражданлăх: |
![]() | ||||||
Ĕçлев тĕсĕ: | XX ĕмĕрти поляк поэчĕ, драматургĕ, прозăçи | ||||||
Ĕçсен чĕлхи: | поляк | ||||||
Чыславсем: |
| ||||||
Таде́уш Руже́вич (пол. Tadeusz Różewicz; юпа, 9, 1921, Радомско—ака, 24, 2014, Вроцлав) — поляк сăвăçи, прозăçи тата драматургĕ. Нумай парне лауреачĕ, Польшăри темиçе университетăн хисеплĕ тухтăрĕ[1]. Германи ӳнер академин пайташĕ (Бавари ӳнер академин пайташĕ (1981), Берлин ӳнер академин пайташĕ (1987).
Биографи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ашшĕ-амăшĕ Радомскона Пĕрремĕш Тĕнче вăрçи вĕçленнĕ хыççăнах куçса килнĕ. Амăшĕ, Мария Стефания Гельбард (1896—1958), йутей кăкĕнчен, качча тухас умĕн католицилĕхе кĕнĕ.[2][3][4][5] Тадеуш Ружевич 1921 çулхи юпан 9-мĕшĕнче Радомско хулинче çут тĕнчене килнĕ, вăл Владислав Ружевич (1885—1977), суд çыруçин, иккĕмĕш ывăлĕ пулнă. Çав кун Радомскона Юзеф Пилсудский килне пулнă. Пиччĕшĕ — Януш, каярах сăвăç, шăллĕ — Станислав, каярах кинорежиссёр тата сценарист.
Пĕрремĕш вĕрентекенĕ пиччĕшĕ пулнă. Тадеуш хăйĕн пĕрремĕш сăввисене хаçатсенче пичетленĕ, Юзеф Чеховичпе тата Казимир Вежинскипе çыру çӳретнĕ. Çапоах «Польска збройна» журнал иртернĕ поэтика конкурсĕнче çĕнтернĕ.
Тадеуш Ружевич вунçиччĕ çултанах пичетленме тытăннă. Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи тапхăрĕнче Януш пиччĕшпе пĕрле партизан юхăмне, Тăван Ен çарĕ йышĕнче, хутшăннă. Вăрçă вăхăтĕнче унăн пĕрремĕш кĕнекине — «Вăрманти ахрăм» — вăрттăн кăларнă. Пиччĕшне гестапо 1944 çулта айăпласа вĕлернĕ.
1968 çулта литература ĕç-пуçĕн майĕпе Вроцлава куçса кайнă[6].
Ывăлĕ — Ян Ружевич (1953—2008), театр режиссёрĕ.
2003 çулта Польшăра Тадеуш Ружевичĕн нумай томлă пултарулăх ĕçĕсен пухмачне пичетлеме тытăннă[7]. Różewicz T. Utwory zebrane. W 12 T. (Proza (T. I—III). Dramat (T. IV—VI). Poezja (T. VII—X). Matka odchodzi (T. XI). Nasz starszy brat (T.XII)). Wrocław. 2003—2006.[8]
2014 çулхи акан 24-мĕшĕнче Вроцлавра куçне хупнă[9].
Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- ^ Вроцлав университечĕн (1991), Опол университечĕн (1999), Силези университечĕн (1999), Варшава университечĕн (2001), Гданьск университечĕн (2006)
- ^ Tadeusz Różewicz and The Struggle for Poetry Архивленĕ 8 Ҫӗртме уйӑхӗн 2014 çулта.
- ^ Некролог в The New York Times
- ^ The Guardian(ĕçлемен каçă)
- ^ These beggarly lamentations Архивленĕ 21 Ҫу уйӑхӗн 2014 çулта.
- ^ ПАМЯТНЫЕ ДАТЫ 2006 Архивленĕ 24 Ака уйӑхӗн 2014 çулта.
- ^ Белорусы и рынок
- ^ O firmie — Wydawnictwo Dolnolskie sp. z o.o. — oficyna wydawnicza, klasyka polska, wiatowa, literatura, wspczesna, poezja, eseistyka, edukacja, edukacyjna, serie wydawnicze, a … Архивленĕ 21 Утӑ уйӑхӗн 2009 çулта.
- ^ Умер Тадеуш Ружевич. Colta.ru (24.04.2014). Тĕрĕсленĕ 24 Ака уйӑхӗн 2014.
Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Тадеуш Ружевич. Из стихотворений 1956—1968 годов
- Ружевичевское молчание имеет двойную природу.
- В ПРИСУТСТВИИ КЛАССИКА
- Поэзия без точек. Na powierszchni poematu i w srodku
- ЛЕТОПИСЬ КУЛЬТУРНОЙ ЖИЗНИ
- Тадеуш Ружевич. Грех.
- Tadeusz Rózewicz , Pisalem — Ik schreef Архивленĕ 13 Раштав уйӑхӗн 2011 çулта.
- несколько стихотворений в переводе Владимира Глинского
- Тадеуш Ружевич. Грех. Рассказ. В переводе Владимира Глинского
- http://rozewicz.klp.pl/
- Возняк, Т. Болезнь сочинительства : О переписке Тадеуша Ружевича и Ежи Новосельского
- Санаева, Г. Н. Кризис современной культуры в творчестве Тадеуша Ружевича Архивленĕ 4 Пуш уйӑхӗн 2016 çулта.
- Википеди:Ĕçлемен каçăллă статьясем
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Çыравçăсем, алфавитпа
- Радомскăра çуралнисем
- Вроцлавра вилнисем
- Польша Чĕрĕлĕвĕн Мăн хĕрес орденĕн кавалерĕсем
- Тивĕçлĕх ылтăн хĕресĕпе чысланисем
- Тăван Ен Çарĕн хĕресĕпе чысланисем
- Ĕç Ялавĕн 2 степеньлĕ орденĕн кавалерĕсем
- «Культура тивĕçлĕхĕ Gloria Artis» ылтăн медальпе чысланисем
- Çыравçăсем пирки Викивулавăш каçисĕр статьясем
- Поляк сăвăçисем
- ПХР патшалăх парнин лауреачĕсем
- Нике парне лауреачĕсем
- Гданьск университечĕн хисеплĕ тухтăрĕсем
- Вроцлав хисеплĕ гражданĕсем