Макаров Ефим Макарович

Макаров Ефим Макарович | ||||
Çуралнă вăхăт: | 1887, раштав, 23 | |||
---|---|---|---|---|
Çуралнă вырăн: | Малти Паçпак ялĕ, Шупашкар уесĕ, Хусан кĕпĕрни (халĕ Чăваш Республикин Шупашкар районĕнчи Паçпак ялĕ), Раççей империйĕ | |||
Вилнĕ вăхăт: | 1958, чӳк, 13 | |||
Вилнĕ вырăн: | Сĕнтĕрвăрри хули, Чăваш АССР РСФСР, | |||
Патшалăх: | ||||
Альма-матер: | Хусанти ветеринари институчĕ | |||
Чыславсемпе парнесем |
|
Ефим Макарович Макаров (23.12.1887, Малти Паçпак ялĕ, Шупашкар уесĕ, Хусан кĕпĕрни (халĕ Чăваш Республикин Шупашкар районĕнчи Паçпак ялĕ) – 13.11.1958, Сĕнтĕрвăрри хули, Чăваш АССР РСФСР, ССРП) — Чăваш АССР тава тивĕçлĕ тухтăрĕ (1940), РСФСР тава тивĕçлĕ тухтăрĕ (1958)[1]
Биографи[тӳрлет | кодне тӳрлет]
1887 çулхи раштавăн 23-мĕшĕнче Малти Паçпак ялĕнче çуралнă.
1910 çулта Хусанти фельдшерсен шкулĕнче вĕренсе тухнă та Тобурдан ялĕнчи сыватăшра тухтăр пулса ĕçленĕ. 1911-30 çулсенче Шупашкарти сыватăшра ĕçленĕ. 1925–30 çулсенче Чăваш АССР Халăх комиссариатĕнче трахома чирĕпе инструктор тивĕçне туса пынă.
1934 çулта Хусанта медицина институтĕнче аслă пĕлӳллĕ тухтăр профессине алла илнĕ. 1930-41 çулсенче Сĕнтĕрвăрри районĕнче сывлăха сыхлакан уйрăма ертсе пынă.
1941 çулхи çĕртме уйăхĕнче, вăрçă тапрансан, Хĕрлĕ Çара хĕсмете тăнă, Канаш хулинчи 3070-мĕш №-лĕ эвакохоспитăлĕн пуçлăхĕ пулма хушнă. Демобилизациленсен – 1946–48 çулсенче Сĕнтĕрвăрри районĕн сыватăшĕнче тĕп тухтăрĕ, 1948–55 çулсенче çавăнтах инфекци уйрăмĕн ертӳçи.
Чыслани[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Чăваш АССР тава тивĕçлĕ тухтăрĕ (1940)
- РСФСР тава тивĕçлĕ тухтăрĕ (1958)
- Ленин орденĕ
Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- ^ Чувашская энциклопедия Архивленĕ 14 Чӳк уйӑхӗн 2021 çулта.
- Шаблонсенче тӑтӑш тӗл пулакан аргументсемпе усӑ куракан старницӑсем
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Ăсчахсем, алфавитпа
- Шупашкар уесĕнче çуралнисем
- Сĕнтĕрвăррире вилнисем
- РСФСР тава тивĕçлĕ тухтăрĕсем
- Ленин орденĕн кавалерĕсем
- Шупашкар районĕ:Пайăр çынсем
- Раштавăн 23-мĕшĕнче çуралнисем
- 1887 çулта çуралнисем
- Чӳкĕн 13-мĕшĕнче вилнисем
- 1958 çулта вилнисем