Контент патне куҫ

Канаш

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ку терминӑн урӑх пӗлтерӗшсем пур, Канаш (пĕлтерĕшсем) пӑхӑр.
1925
Канаш
Герб
Герб
ПатшалăхРаççей
Федераци субъекчĕЧăваш Ен
Муниципаллă районКанаш
Координатсем55°31′ с. ш. 47°30′ в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Администраци пуçлăхĕРодион Алексеевич Мясников[1]
Никĕсленĕ1892
Малтанхи ятсемШăхран
Пурăнан вырăн 1925
Лаптăк18,5 км²
Центр çӳллĕшĕ190 м
Климат тĕсĕконтинентри вăтам
Йышлăх2544 ҫын/км²
Наци йышĕчăвашсем, вырăссем, тутарсем
Конфесси йышĕправославсем, мăсальмансем
Этнохоронимканашсе́м
Вăхăт тăрăхĕUTC+4
Телефон кочĕ+7 83533
Почтă индексĕ429330
Почтă индексĕсем429330, 429331, 429332, 429333, 429334, 429335, 429336, 429282[2]
Автомобиль кочĕ21, 121
ОКАТО кочĕ97 407
Официаллă сайчĕhttp://www.gkan.cap.ru/
Канаш (Раççей)
Точка
Канаш (Чăваш Ен)
Точка

Кана́ш[3]Раççей хули (1925 çултанпа), Чăваш Енри Канаш районĕн администраци центрĕ. Пысăк чукун çулĕн çыхăвĕ.

Хула лаптăкĕ 18,5 км², пĕтĕмпе 55,3 пин çын пурăнать (2001). Мускавран тухăçалла 666 км чукун çулĕ çинче вырнаçнă. Шупашкарпа Канаш хушши 76 км.

Халăх йышĕ, хула тытăмĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Канаш чукун çул вокзалĕ

Хула историйĕ чукун çулпа тачă çыхăннă. Малтан ку вырăнарах Шăхран ятлă ял ларнă. Ял ячĕпе станци ятне панă. Станци аталаннăçем аталанса пынă — хальхи Канаш хули пулса тăнă.

1911 çул тĕлне хулара 40 суту-илӳ фирми ĕçленĕ. Ытларах енĕпе вĕсем вырăнти вăрмана касса аякалла сутнă.

1912 çулта хулара пуçламăш аслă вĕренӳ училищи уçăлать, 1914 çулта вара вĕрентевçĕсен семинари пулса тăрать.

1919 çулта Канаш шайĕ ӳсет — вăл тĕвĕллĕ станци пулса тăрать.

1925 çулхи çĕртме уйăхĕн 6-мĕшĕнче ВЦИК постановлени кăларса станцине хула шайне хăпартнă. Вăл вăхăтра хула йышĕ 2 323 çынпа танлашнă.

1929 çулхи чӳк уйăхĕн 7-мĕшĕнче хулара пĕрремĕш электростанци ĕçлеме пуçланă.

Хулан тепĕр тапхăрĕ 1934 çулхи пуш уйăхĕнчен пуçланать — вакун юсакан савут тума пуçланă.

1940 çул тĕлне хулара 17,3 пин çын пурăннă, 4 шкул, финанс техникумĕ, медицина училищи ĕçленĕ. Ку вăхăт тĕлне педагогика училищин çĕнĕ çуртне хăпартса лартнă пулнă.

Паллă çынсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Ленин лапамĕн сăнĕ

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. Цитатăланă чухнехи йăнăш Неверный тег <ref>; для сносок glava не указан текст
  2. Почтовые индексы г. Канаш //Деловой город
  3. //Шихраны в 1892—1925 годах