Максимова Галина Степановна

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску
Галина Максимова
Тулли ят Максимова Галина Степановна
Çуралнă вăхăт 1914, нарăс, 10
Çуралнă вырăн Чĕмпĕр хули, Раççей империйĕ
Вилнĕ вăхăт 2004, пуш, 31
Вилнĕ вырăн Лондон хули, Аслă Британи
Патшалăх Раççей империйĕ, РСФСР, СССР, Аслă Британи
Профессисем пианистка

Максимова Галина Степановна (1914, Чĕмпĕр хули2004 (ытти хыпарсемпе[1]2009), Лондон хули), — чăвашран тухнă чаплă пианистка.

Пурнăçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чĕмпĕр хулинче, Чăваш шкулĕнче ĕçлекен вĕрентевçĕсен килйышĕнче çуралса ÿснĕ.

  • Кукашшĕ — Эсливанов Никита Савельевич (1851-?)
  • Кукамăшĕ — Эсливанова (Свинцова) Ольга Мартемьяновна (1863-1942)[2]

Г.С.Максимова ачалăхĕ, Чĕмпĕр хулипе пĕрлех, Кăнна Кушки тата Вăта Тимĕрçен ялĕсенче те иртнĕ.

"Пĕрремĕш чăваш пианистка" тенĕ пирки[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чылай авторсем Г.С.Максимова пирки "чăвашран тухнă пĕрремĕш пианистка" теççĕ. Паллах, лайăх енчен палăртас шутпа ĕнтĕ. Анчах та çапла калани вырăнлах мар пулас. Калăпăр, Г.С.Максимова çырса хăварнă "О пережитом" асаилĕвĕнче ("Веруся" пайра)[3] Чĕмпĕрти Дворянсен пухăвĕн çуртĕнче унпа пĕрле тата Надя Сергеева текен чăваш хĕрачи те концертсене хутшăнни пирки калать. Вăл хĕрачан малашнехи шăпи тĕрĕссипе паллă мар ентĕ, анчах кун пек тĕслĕхсем татах та пулма пултараççĕ. Ав, унăн йăмăкĕ те пианистка пулса тăнă. Галина Максимовна капла та питĕ мухтавлă çын, ун çумне татах та мĕн те пулин пусарсах хушса хума кирлĕ мар.

Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Фейгин Л. В. Галя // Моя жизнь. М., 1993.
  • Илюхин, Ю. Эсливановсен йăхĕнчен / Ю. Илюхин // Хыпар. – 2004. – 13 çу.
  • Наумова, Т. Вӗсене аслати кӗмсӗртетнӗн алӑ ҫупнӑ / Т. Наумова // Чӑваш хӗрарӑмӗ. – 2011. – 27 ҫурла – 2 авӑн (№ 33). – С. 2.
  • Илюхин, Ю. А. Максимова Галина Степановна / Ю. А. Илюхин // Краткая чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2001. – С. 258.
  • Илюхин, Ю. А. Максимова Галина Степановна / Ю. А. Илюхин // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2009. – Т. 3 : М-Се. – С. 15-16.
  • Илюхин, Ю. Сдержанный и чуткий аккомпаниатор / Ю. Илюхин // Республика. – 2004. – 21 апр. (№ 16). – С. 6. - См. текст
  • Максимова, Г. О пережитом : [воспоминания] / Г. Максимова ; предисл. Ю. Илюхина // Лик Чувашии. – 1997. – № 2. – С. 52-76.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]