Малсăлтавлă пĕрĕнеслĕх
Курӑнакан калӑплав
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Пĕрĕнеслĕх пăхăр.
Малсăлтавлă пĕрĕнеслĕх. Ку акă мĕн пирки. рете малсăлтавлăн пĕрĕнет теççĕ, енчен те вăл хăй пĕрĕнет, çав вăхăтрах унан пайташĕсен абсолютлă капĕсенчен тунă рет сарăлать. Урăхла каласан, енчен пур (вĕçсĕр мар) пулсан, тепĕр речĕ вара апла мар: .
Тĕслĕхсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Малсăлтавлăн пĕрĕнекен чи ансат ретсем вĕсем — минус-плюс енĕпе черетленсе чакса пыракан ретсем. Сăмахран, ак çакă
малсăлтавлăн çеç пĕрĕнет, мĕншĕн тесен пайташсен абсолютлă капĕсенчен тăраканни — гармонилле рет — саланать.
Палăрăмсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Енчен рет малсăлтавлăн пĕрĕнсен, унăн минуслă е плюслă пайташĕсенчен тунă ретсем саланаççĕ.
- Малсăлтавлă пĕрĕнеслĕхлĕ ретĕн пайташĕсен йĕркине улăштарса, малтанах палăртнă хуть те мĕнле сумма патнелле пĕрĕнекен рете е тата саланакан рете майлаштарма пулать (Риман теореми).
- Малсăлтавлă пĕрĕнеслĕхлĕ икĕ ретĕн тĕлме-тĕл килекен речĕсен хушсан саланакан рет майлашанма пултарать.
Вариацисем тата пĕтĕмлетÿсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Малсăлтавлă пĕрĕнеслĕх ăнлавне векторсен речĕсем, вĕçсĕр хутлавлăхсем, çавăн пекех мереккеллĕ интегралсем тĕлĕшпе анлăлатма май пур.