Манаров Муса Хираманович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску

Манаров Муса Хираманович, — СССР лётчик-космонавчĕ, Раççей СÇВ полковникĕ. 1951 çулхи пуш уйăхĕн 22-мĕшĕнче Баку (Азербайджан) çуралнă. Cовет Союзĕн Паттăрĕ. Лак çынни.

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ачалăхĕ Улатăр хулинче иртнĕ. 1974 çулта Мускав авиаци институтне вĕренсе тухнă.

1974-1978 çулсенче «Энерги» ĂПП-ра ĕçленĕ. 1978-1992 çулсенче космонавтсен ретĕнче тăнă.

Икĕ хутчен космоса вĕçсе килнĕ:

  • 1987 çулхи раштавăн 21-мĕшĕпе 1988 çулхи раштавăн 21-мĕшĕнче — «Союз ТМ-4» космос карапĕ çинче борт инженерĕ вырăнĕнче вĕçсе килнĕ. Вĕçевĕ орбитăри «Мир» комплексра та иртнĕ. Космосра 365 талăкпа 23 сехет хушши çӳренĕрен тĕнче рекордне лайăхлатнă. Вĕçсе килнĕ кунах ăна Совет Союзĕн Паттăрĕ ятне панă.
  • 1990 çулхи раштавăн 2-мĕшĕпе 1991 çулхи çу уйăхĕн 26-мĕшĕ хушшинче иккĕмĕш хут космосра пулнă. Хальхинче унăн «Союз ТМ-11» карапăн борт инженерĕ пулма тивнĕ. Вĕçев тăрăх каллех орбитăри «Мир» комплексра пурăнма тивнĕ. Ку хутĕнче космосра вăл 175 талăк та 2 сехет ирттернĕ.

Вĕçевсем хушшинче вăл пурĕ 7 хут космос уçлăхне тухнă, унта пурĕ 34 сехет те 23 минут ирттернĕ.