Титов Герман Степанович
Герман Степанович Титов (авăн, 11 1935, Верхнее Жилино, Алтай Ен — авăн, 20 2000, Мускав) — совет космонавчĕ, космослăха тухнă иккĕмĕш çын, Совет Союзĕн Паттăрĕ (çурла, 9 1961). Юрий Гагаринăн дублĕрĕ.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Космонавтсен ушкăнĕнче 1960çултанпа. 1961 çулхи çурла уйăхĕнче çӳле хăпарнă . «Восток-2» карапĕн вĕçевçи. 1961 çулхи çурла, 6-çурла, 7 Герман Титов 1 талăк та 1 сехет тăсăлăвлĕ космос ри вĕçевре пулнă, Çĕр тавра 17 хут çаврăннă, 700 пин ытла километр. Вĕçевре чĕнмелли «Орёл». Анмалли аппарат Сарă ту облаçĕнчи Красный Кут хули патĕнче çĕре çемçен перĕннĕ. Космоса хăпарнă самантра Герман Титов 26 çул тултарманскер, чи çамрăк космонавт шутланать.
Вĕçеве ирттерсен Титов тĕрлĕ космос программисене хутшăннă, 1992 çулта отставкăна тухать.
КПСС юлташĕ ( 1961), СССР Аслă Канашĕн депутачĕ (1962—1970).
2000 çулта чĕре сасартăк чарăннипе вилет.
Хисепĕсем, парнесем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Ленин орденĕ 2 хут,
- медальсемпе орденсем.
- Болгари паттăрĕ,
- Вьетнам паттăрĕ,
- Монголи паттăрĕ.
- Титов ячĕпе Уйăх çинчи кратера палăртнă.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]ССРП космонавт-вĕçевçисем |
|
---|---|
1961: Гагарин, Г. Титов • 1962: Николаев, Попович • 1963: Быковский, Терешкова • 1964: Егоров, Комаров, Феоктистов • 1965: Беляев, Леонов • 1968: Береговой • 1969: В. Волков, Волынов, Горбатко, Елисеев, Кубасов, Филипченко, Хрунов, Шаталов, Шонин • 1970: Севастьянов • 1971: Рукавишников, Добровольский, Пацаев • 1973: Климук, Лазарев, Лебедев, Макаров • 1974: Артюхин, Дёмин, Сарафанов • 1975: Гречко, Губарев • 1976: Аксёнов, Жолобов, Зудов, Рождественский • 1977: Глазков, Ковалёнок, Рюмин • 1978: Джанибеков, Иванченков, Ю. Романенко • 1979: Ляхов • 1980: Кизим, Малышев, Попов, Стрекалов • 1981: Савиных • 1982: Березовой, Савицкая, Серебров • 1983: Александров, В. Титов • 1984: Атьков, Волк, В. Соловьёв • 1985: Васютин, А. Волков • 1987: Викторенко, Лавейкин Левченко • 1988: Манаров, А. Соловьёв • 1989: Крикалёв, Поляков • 1990: Баландин, Манаков • 1991: Арцебарский, Аубакиров, Афанасьев | |
Çав. пекех: Раççей Федерацин космонавт-вĕçевçисем |