Николаев Андриян Григорьевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Disambig gray.svg Николаев хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Андриян Григорьевич Николаев
Шаблон:Карточка/тăван ят
Andriyan Nikolayev 1976.jpg
Патшалăх: СССРFlag of the Soviet Union.svg СССР
Специальнăç: пилот, карап командирĕ
Çарти хисеп:
СССР СÇВ генерал-майорĕ
Экспедицисем: Восток-3
Союз-9
Çуралнă вăхăт: 5 авăн 1929Категория:Википедия:Статьи с ручной викификацией дат в карточке
Çуралнă вырăн: Шуршăл, Сĕнтĕрвăрри районĕ, Чăваш АССР, РСФСР, СССР
3 утă 2004Категория:Википедия:Статьи с ручной викификацией дат в карточке
Вилнĕ вырăн: Шупашкар, РФ
Автограф: Signature. Andriyan Nikolayev.jpg
Чысланисем:
Золотая Звезда Героя Советского Союза.svg Золотая Звезда Героя Советского Союза.svg
Ленин орденĕ Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ
:СССР Хĕçпăшаллă Вăйĕсенче Тăван Çĕршыв хĕсметĕнче тăнăшăн 3 степеньлĕ орден
«Ĕçри маттурлăхшăн (Вăрçăри маттурлăхшăн). Владимир Ильич Ленин 100 çул тултарнине асăнмалăх
20 years of victory rib.png
«СССР Хĕçпăшаллă Вăйĕсен ветеранĕ» медаль
CombatCooperationRibbon.png
«СССР Хĕçпăшаллă Вăйĕсем 40 çулта» медаль
«СССР Хĕçпăшаллă Вăйĕсем 50 çулта» медаль
«СССР Хĕçпăшаллă Вăйĕсем 60 çулта» медаль
«СССР Хĕçпăшаллă Вăйĕсем 70 çулта» юбилей медалĕ
I степеньлĕ «Хĕсметре тӳрĕлле тăнăшăн» II степеньлĕ «Хĕсметре тӳрĕлле тăнăшăн» III степеньлĕ «Хĕсметре тӳрĕлле тăнăшăн»
Почётный гражданин Чувашской республики.png
СССР патшалăх парни — 1981 СССР тава тивĕçлĕ спорт ăсти Шупашкарăн хисеплĕ гражданинĕ Шаблон:1 класри çар вĕçевçи

Ют патшалăхсен:

Шаблон:Социализм Ĕçĕн Паттăрĕ (БХР) Шаблон:Социализм Ĕçĕн Паттăрĕ (Вьетнам) Шаблон:МХР Ĕç паттăрĕ
Сухэ-Батор орденĕ
Order of Georgi Dimitrov - Bulgaria.png Медаль «За укрепление братства по оружию» (Народная Республика Болгария)
Шаблон:Медаль «100 лет Освобождения Болгарии от османского рабства» Med 30th anniversary of victory over japan.PNG Med XXXth anniversary of chalkin gol victory rib.PNG
Шаблон:Орден Знамени ВНР с алмазами Нил орденĕн Мăн хăйăвĕ
Шаблон:Индонези Çăлтăрĕн 2 степеньлĕ орденĕ Шаблон:Гуркка Сылтăм аллин 1 класри орден
Шаблон:Карточка/Викиампар

Андрия́н Григо́рьевич Никола́ев (1929 çулхи авăнăн 5-мĕшĕ, Шуршăл, Сĕнтĕрвăрри районĕ, Чăваш АССР, РСФСР, СССРутă, 3 2004, Шупашкар, Раççей Федерацийĕ) — совет 3-мĕш космонавчĕ, икĕ хутчен Совет Союзĕн Паттăрĕ, авиаци генерал-майорĕ, чăваш.

Пурнăçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1947 çулта Сĕнтĕрвăрринчи вăрман хуçалăх техникумĕнчен вĕренсе тухсан Карелире «Южкареллес» трестра вăрман каснă. 1950 çулта çар хĕсметне кайнă. 1951 çулта Фрунзери çар авиаци летчикĕсен училищинче вĕренме пуçланă. 1954 çулта училище хыççăн Мускав çывăхĕнчи авиаци пайĕсенче хĕсметре тăнă. 1960 çулта совет космонавчĕсен ушкăнне чĕнсе илнĕ. «Восток» ятлă карапсем çинче вĕçев ĕçĕсене вĕреннĕ.

1961 çулхи çурла уйăхĕнче Г. С. Титов «Восток-2» космос карапĕ çинче вĕçнĕ чухне унăн дублёрĕ пулнă.

1962 çулхи авăнăн 11-15-мĕшĕсенче «Восток-3» космос карапĕ çинче хăйĕн пĕрремĕш космос вĕçевне тухнă. Тĕнчере пĕрремĕш ушкăнлă космос карапĕсен («Восток-3» и «Восток-4») вĕçевне хутшăннă. Космосра 3 талăк та 22 сехет те 22 минут ирттернĕ. Ун хыççăн пулас вĕçевсене хатĕрленет, 1963-1968 çулсенче космонавтсен ушкăнĕн командирĕ. Ĕçленĕ чухнех 1968 çулта Çар-вĕçевçĕ инженерсен Н. Е. Жуковский ячĕллĕ академинчен вĕренсе тухнă. 1968 - 1974 çулсенче - космонавтсене хатĕрлекен Ю. А. Гагарин ячĕллĕ Тĕпĕн пуçлăхĕн çумĕ. Уйăх çине вĕçме хатĕрленнĕ.

1969 çулхи кăрлачăн 22-мĕшĕнче Николаева тепĕр икĕ космонавтпа — В.В. Терешковăпа тата Г.Т. Береговойпа Кремльте автомобильпе пынă чухне Совет Çарĕн çар çынĕ — Виктор Ильин — ССКП ТК Тĕп секретарĕ Л.И. Брежнев вырăнне йышăнса — пăшалран пенĕ. Николаева пуля çурăмран сĕртĕнсе кайнă, çапах та вăл вилĕмле суранланнă шоферăн рульне ярса илнĕ те автомобиле чарнă.

1969 çулхи чӳк уйăхĕнче Союз-8 карапăн дубль экипажĕн командирĕ пулнă. 1970 çулхи çĕртме уйăхĕн 1 - 19-мĕшĕсенче Союз-9 карап экипажĕн командирĕ пулса Виталий Севостьянов борт-инженерпа пĕрле вăл вăхăтри чи вӑрах космос вĕçевне ирттернĕ. Çĕр çине ансан космонавтсем хăйсене питĕ начар туйнă, урисемпе утайми пулнă. Çак амаклăха медицина литературинче «Николаев эффекчĕ» теме йышăннă. Вĕçевĕ 17 талăк та 16 сехет те 58 минут та 55 секунд пынă. Пĕтĕмпе космосра - икĕ хут хăпарса -21 талăк та 15 сехет те 20 минут та 55 секунд . В 1974 çултанпа - космонавтсене хатĕрлекен Ю. А. Гагарин ячĕллĕ Тĕпĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ.

РСФСР Аслă Канашлăвĕн 6 - 11 чĕнĕвĕсен депутачĕ. 1990 - 1993 çулсенче РСФСР халăх депутачĕ.

Чăваш Ен президенчĕн Н.В. Фёдоровăн йышăнăвĕпе мăнаçлăн тăван енӗнче — Шуршăл ялĕн çăви ҫине пытарнă, çакăнпа хĕрĕ — Елена Майорова — килĕшмен, вăл ашшĕн виллине Çăлтăр хулине куçарасшăн пулнă.

Çемье[тӳрлет | кодне тӳрлет]

8 çул хушши Валентина Терешкова — тĕнчери пĕрремĕш космонавт-хĕрарăмпа мăшăрлă пурăннă (Нумай хутчен совет прессинче çырса кăтартнă «Космос туйĕ»).

Чыслани[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • 2 хутчен Совет Союзĕн Паттăрĕ.
  • 2 хутчен Ленин орденĕ,
  • Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ,
  • Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ,
  • медальсем.
  • К. Э. Циолковский ячĕллĕ ылтăн медаль,

«Космос» медалĕ,

Асăнмалăх[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Уйăхăн тепĕр енчи кратерӗ
  • Инза (Чĕмпĕр обл.) хулинчи урам
  • 10-мĕш шкул Шупашкар
  • Кокшакассинчи вăтам шкул (Çĕрпӳ районĕ).
  • Космонавт Николаев А.Г. урамĕ (Шупашкар)
  • ача-пăча паркĕ (Шупашкар)
  • Урам Красноярск
  • Кану паркĕ (Элĕк)
  • Аэропорт (Шупашкар)

Почтă марккисем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Николаева халалланă почтă марккисене тĕрлĕ çĕр-шывсенче пичетленĕ:

Çавăн пекех[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • А.Г.Николаев "Космос без границ", Мускав, 1979.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Золотая Звезда Героя Советского Союза.svg Николаев Андриян Григорьевич «Патшалăх паттăрĕсем» сайтĕнче


Шаблон:ССРП вĕçевçĕ-космонавчĕсем