Контент патне куҫ

Ма хитре-ши Шупашкар урамĕ?

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ма хитре-ши Шупашкар урамĕ?
Юрă
Жанр лирикăллă юрри
альбомĕн трек-лисчĕ
-

Ма хитре-ши Шупашкар урамĕ? — XX ĕмĕр варринче халăхра, çавăн пекех чăвашсем хушшинчи юрăçсен, пултарулăх ушкăнĕсен репертуарĕсенче анлă сарăлнă юрăсенчен пĕри. Александр Сергеев композитор Валентин Урташ сăввипе çырнă.

Юррăн сăвви

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Валентин Урташ

Ма хитре-ши Шупашкар урамĕ

Ма хитре-ши Шупашкар урамĕ
Çăлтăрсем каçхи вăййа тухсан
Ма хитре-ши Шупашкар урамĕ
Сар хĕрсем юрла-юрла утсан

Ма хитре-ши Шупашкар урамĕ
Анлă Атăл пăрĕ тапрансан
Ма хитре-ши Шупашкар урамĕ
Тантăшсем çыран хĕрне тухсан

Ма хитре-ши Шупашкар урамĕ
Уçăлмашкăн савнипе тухсан
Ма хитре-ши Шупашкар урамĕ
Пĕр-пĕрне чĕремĕр юратсан

Кашни куплетри юлашки икĕ йĕркине икшер хут юрламалла.

Юррăн кĕвии

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Александр Сергеев хăй тĕллĕн вĕреннĕ композитор.

Юррăн кунçулĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хайлав — юрăçсен, пултарулăх ушкăнĕсен репертуарĕнче

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]