Контент патне куҫ

Урташ Валентин Андреевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Валентин Урташ
Çуралнă вăхăт: Раштав, 20, 1924
Çуралнă вырăн: Раккасси ялĕ, Пăва районĕ, Тутарстан
Вилнĕ вăхăт: Ака, 18, 1973
Вилнĕ вырăн: Шупашкар, Чăваш Ен
Ĕçлев тĕсĕ: чăваш сăвăçĕ, прозăçĕ тата тăлмачĕ
Чыславсем: Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин 1 степеньлĕ орденĕ медальсем

Валентин Урташ (паспортра: Валентин Андреевич Яковлев) (1924 çулхи раштавăн 20-мĕшĕ, Раккасси ялĕ, Пăва районĕ, Тутарстан1973 çулхи ака уйăхĕн 18-мĕшĕ Шупашкар, Чăваш Ен)— чăваш сăвăçи, прозăçĕ.

СССР ÇП пайташĕ (1971)[1][2][3].

1924 çулхи раштавăн 20-мĕшĕнче Тутарстанăн Пăва районĕнчи Раккасси ялĕнче çуралнă.

1941 çулта Элшел вăтам шкулĕнчен вĕренсе тухнă. 1943-мĕшĕнче вăрçа тухса кайнă. Фронтран аманса таврăннă хыççăн Хусанти «Хĕрлĕ ялав» чăваш хаçатĕнче ĕçленĕ. 1944 çултанпа Шупашкарта пурăннă, Чăваш АССР Министрсен Канашĕн çумĕнчи Радиоинформаци комитетĕнче ĕçленĕ.

1973 çулхи ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче Урташ Шупашкарта куçне ĕмĕрлĕхех хупать.

Пултарулăх ĕçĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Сăвă çырма вăрçă хыççăн тытăннă. Халăхра вăл сăвăç-юрăç пек палăрнă. Ун сăввисемпе çĕр ытла юрă кĕвеленĕ. Кунпа пĕрлех унăн прозăри, сатирăри ĕçĕ-хĕлĕ те курăмлă.

Унăн пурĕ 10 кĕнекене яхăн пичетленсе тухнă: «Çурхи кунсем» (1951); «Чун савнăран» (1958); «Аслă йыш» (1966); «Ăраскал» (1974) тата ыттисем.

Унăн сăввисене чылай композитор çĕр ытла юрă кĕвĕленĕ. Вĕсен хушшинче: «Çеçкереччĕ палан» (А.Асламас), «Калаймарăм». «Укăлча умĕнче», «Шупашкарăм, савнă Шупашкарăм» (Г.Хирбю), «Сарă хĕвел хĕртсе пăхнă чух» (Ю.Кудаков), «Саншăн мар–и», «Юратушăн юррăм ман» (Г.Маркиянова) тата ур.

В.Урташ чăваш чĕлхине А. Мусатовпа В. Каверинăн ĕçĕсене куçарнă.

Чыславсемпе парнесем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çапăçусенче хăйне хастар кăтартнăшăн ăна Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин 1-мĕш степеньлĕ орденĕпе, медальсемпе чысланă.

  • Ахун, В. Ятран халал / В.Ахун // Хыпар.– 1996.– 8 cурла.
  • Владимиров, И. Чaваш шaпчaкe пурaннa cурт / И.Владимиров // Хыпар.– 2003.– 25 ака.
  • Давыдов–Анатри, В. Юрa aсти // Давыдов–Анатри, В. Юлташсемпе юнашар / В.Давыдов–Анатри.– Шупашкар,1981.– С. 95–98.
  • Дедушкин, Н. Пурнacа юратса // Дедушкин, Н. Кунcул уттипе / Н. Дедушкин.– Шупашкар, 1978.– С. 146–151.
  • Дедушкин, Н. Пурнacа юратса, пурнacа мухтаса // Дедушкин, Н. С. Пурнac илемeпе хавхаланса / Н. Дедушкин.– Шупашкар, 1988.– С. 125–129.
  • Дедушкин, Н. Яланах халaхпа пeрле / Н. Дедушкин // Урташ, В. Aраскал / В. Урташ.– Шупашкар, 1974.– С. 3–12.
  • Дворов, Н. Тaпру caмaл пултaр : сaвa / Н. Дворов // Тaван Атaл.– 1993.– № 1.– С. 44.
  • Eвстафьев, Н. Валентин Урташ : сaвa // Eвстафьев, Н. Мускав вaхaчeпе / Н. Eвстафьев.– Шупашкар, 1978.– С. 166.
  • Иванов, С. Урташaн малтанхи сaввисем Шaмaршaра пичетленнe / С. Иванов // Шaмaршa хыпарe.– 1997.– 31 утa.
  • Малов, А. Cутa чунлa талант / А. Малов // Тaван Атaл.– 1974.– № 12.– С. 62–67.
  • Николаев, А. Улхаш тата Урташ / А. Николаев // Чaваш ен.– 1997.– 6–13 раштав (№ 51).– С. 5.
  • Петров, К. Халaха юратнa сaвac / К. Петров // Хыпар. – 1994.– 20, 21 раштав.
  • Цыфаркин, В. “Ceр пин юрa ceршывeнче...” : сценари / В. Цыфаркин // Сувар (Тутар Респ.).– 1997.– 7 нарac.– С. 2.
  • Цыфаркин, В. Урташ aраскалe / В. Цыфаркин // Сувар (Тутар Респ.).– 1995.– 5 cу.
  • Цыфаркин, В. Урташ aраскалeпе синкерe / В. Цыфаркин // Чaваш ен.– 1994.– 24–31 раштав (№ 52).– С. 13.
  • Цыфаркин, В. Урташ калавeсем / В. Цыфаркин // Ялав.– 1987.– № 2.– С. 13.
  • Цыфаркин, В. Урташ ячeпе / В. Цыфаркин // Хыпар.– 1995.– 28 кaрлач.
  • Чепунов, Р. “Укaлча умeнче” cуралнa шухaшсем / Р. Чепунов // Хыпар.– 1995.– 15 утa.
  • Чепунов, Р. Урташ сaввисем / Р. Чепунов // Тaван Атaл.– 1969.– № 4.– С. 90–93.
  • Шашкин, Д. Урташ ачалaхe / Д. Шашкин // Ялав.– 1984.– № 12.– С. 24–25.
  • Шашкин, Д. Урташaн юлашки юрри / Д. Шашкин // Хыпар.– 2002.– 6 ceртме.
  • Эльби, В. “Валентин Урташ хeр кaтартма ман пата илсе пыратчe“ / В. Эльби // Капкaн.– 2002.– № 10.– С. 16.
  • Юман, А. Шухa пулнa, шухaсaр c"yренe / А. Юман // Хресчен сасси.– 1995.– 4 cурла.
  • Юшков, С. Cунатлa eмeр юрacи / С. Юшков // Ялав.– 1985.– № 11.– С. 24.
  • Волков, Л. М. Художественно–стилевые особенности поэзии В. Урдаша / Л. М. Волков // Художественное мастерство чувашских писателей.– Чебоксары, 1986.– С. 25–39.
  • Давыдов–Анатри, В. И словом, и оружием / В. Давыдов–Анатри // Совет. Чувашия.– 1985.– 10 янв.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]