Контент патне куҫ

Мехмет Хотша-Челепи

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Мехмет Хотша-Челепи (туркк. Hamid Çelebi) — XVI ĕмĕрĕн пĕрремĕш çурпайĕнче пурăннă чаплă чăваш. Вăл Ялкăш Сулейман султан вăхăтĕнче пурăнни паллă.

Пурнăçĕ, ĕçĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Мехмет Хотша-Челепи пурăннă Эçпепе ялĕ Хальхи Вăрмар районе кĕрет. Вăл Исампай ятлă пулнă. Питĕ паллă йăхран. Унăн ашшĕ-аслашшĕсем мăрса пулнă. Хусан ханĕпе туслă пурăннă. Кайран вăл, тем сăлтавпа, ислам тĕнне йышăнать те Мехмет пулса тăрать.

Вара хăйсен ял çыннисем ислам тĕнне пурте илсессĕн хатш тума Меккăна тухса каять. Каялла таврăннă чухне вара Истампула турккăсен султанĕ — Ялкăш Сулейман — патне кĕрет. Сулейман Истампулра хăйĕн академине уçнă пулнă. Истампулра чухне çак чăваш чаплă тĕпчев ĕçĕсем çырать, челепи (академик) ятне тивĕçет.

Ватăла пуçласан Мехмет Хотша-Челепи хăйĕн тăван çĕрне вилме таврăнать. Тăван ялĕнче çынсем ислам тĕнне пăрахнă, чăваш халăх тĕнĕпе пурăнма тытăннă. Çакăншăн çав тери тарăхнипе унăн чĕри татăлса кайнă. Ăна вара ентешĕсем ял çăвине мар, урăх çĕре пытарнă. Кайран тутарсен вĕреннĕ çыннисем Мехмет Хотша-Челепи вилтăпри çине пысăк юпа-палăк лартнă, ун çине ятне-шывне арапла çырса хунă.