Мокеев Эрнст Матвеевич
Эрнст Мокеев | |
Çуралнă чухнехи ят: | Эрнст Матвеевич Мокеев |
---|---|
Çуралнă вăхăт: | 1936, çĕртме, 12 |
Çуралнă вырăн: | Канаш, Чăваш АССР |
Гражданлăх: | ССРП РФ |
Чыславсем: | ЧАССР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ |
Эрнст Матвеевич Мокеев (12.12.1936, Канаш, Чăваш АССР çур.), ЧАССР культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, кинорежиссер, РФ кинематографисчĕсен тата РФ журналисчĕсен пĕрлешĕвĕн пайташĕ[1].
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Эрнст Матвеевич 1936 çулта Канаш хулинче çуралнă. Пĕтĕм Союзри Кинематографин патшалăх институтĕнче пĕлӳ илнĕ хыççăн Раççейри кино- тата телестудисенче ĕçленĕ.
Пултарулăх ĕçĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Э.М. Мокеев «Полярный лётчик», «Салам, Адыгея», «Водолазы», «Мужество», «Репетиция в воскресенье» тата ытти документлă фильмсен сценарийĕн авторĕ. Чăваш Енпе çыхăннă 100-е яхăн киноорчерк авторĕ те вăлах. Тĕслĕх вырăнне хăшне-пĕрне кăна асăнар: «Алтăр», «Рядовой Харитонов», «Красный поезд», «Гобоист Анатолий Любимов», «Композитор Григорий Хирбю», «Поёт Ираида Вдовина», «Композитор Фёдор Васильев». Вăл акварельпе ӳкернĕ «Манăн Чăваш Енĕм», «Нарспи», «Мастер и Маргарита» ӳкерчĕксен серине Мускавра тата Шупашкарта кăтартнă. Унăн ӳкерчĕкĕсене тата калавĕсене «Юность» тата «Молодая гвардия» журналсенче пичетленĕ.
Чысланисем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ЧАССР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Шаблонсенче тӑтӑш тӗл пулакан аргументсемпе усӑ куракан старницӑсем
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Канашра çуралнисем
- Чăваш Енре çуралнисем
- Википеди:Ӳкерçĕсем пирки Викиампарти капăрлатман статьясем
- Ӳкерçĕсем, алфавитпа
- Кинорежиссёрсем, алфавитпа
- СССР ӳкерçисем
- Раççей ӳкерçисем
- Чăваш ӳкерçисем
- СССР кинорежиссёрĕсем
- Раççей кинорежиссёрĕсем
- Чăваш кинорежиссёрĕсем
- 1936 çулта çуралнисем
- Çĕртмен 12-мĕшĕнче çуралнисем