Мукина Ираида Васильевна

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ираида Мукина
Çуралнă чухнехи ят: Ираида Васильевна Кошкина
Çуралнă вăхăт: 1957, нарăс, 6
Çуралнă вырăн: Кивĕ Ахпӳрт ялĕ, Патăрьел районĕ, Чăваш АССР
Гражданлăх: ССРП РФ
Ĕçлев тĕсĕ: филолог, тăлмач
Ĕçсен чĕлхи: чăваш, вырăс

Мукина Ираида Васильевна (1957, нарăс, 6 Чăваш АССР, Патăрьел районĕ, Кивĕ Ахпӳрт ялĕ çур.), — филологи ăслăхĕсен кандидачĕ [1].

Пурнăçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1957 çулхи нарăсăн 6 Чăваш Енĕн Патăръел районĕнчи Кивĕ Ахпӳрт ялĕнче çуралнă.

Тăван ялĕнчи тулли мар вăтам, Тури Туçари вăтам шкулсенче пĕлӳ пухнă. 1974-1979 çулсенче И.Н.Ульянов ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультечĕнче вĕреннĕ. Аслă пĕлӳ илнĕ хыççăн 16 çул хушши республикăн тĕп хаçатĕнче — «Коммунизм ялавĕ», каярахпа «Хыпар» хаçатра куçару пайĕнче тăлмачра ĕçленĕ. 1994 çултанпа Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологийĕпе культура факультечĕнче вăй хурать. Чĕлхе ыйтăвĕсене тишкерет, Ираида Мукина тĕпчевĕсем И.Я.Яковлев еткерĕпе, унăн куçару ĕçĕсемпе çыхăннă.

Ираида Мукина 20 ытла статья тата «И.Я.Яковлев çинчен хунă чăн сăмах» («Руссика» издательстви, 1998) монографи авторĕ. 1999 çулта «Библин чăвашла куçарăвĕ чăваш литература чĕлхине йĕркелесе çирĕплетес ĕçри вырăнĕ» темăпа диссертаци хӳтĕленĕ.

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]