Мускат Александрийски
Мускат Александрийски - паллă техĕмлĕ шурă иçĕм сорчĕ.Мускат ушкăнра чи авалхи сорчĕ.Тăван çĕр : Çурçĕр-хĕвелтухăç Африка.Урăх ячĕсем : Зибиббо ( Сицили утравĕ ), Гордо бланко ( Австрали ), Ханеппот ( КАР ), Москатель ( Испани ), Москателлер ( Германи ).Мускат Александрийски сортран чилайăш пылак тата хаярлатнă эрехсем тăваççĕ.
Шултра хулăм хупиллĕ çырлисем симĕс-сарă е янтарь-ылтăн тĕслĕ.Каярах пиçни сорчĕ.Нӳрлĕ вырăнта часах çырлисем пăнтăхса каяççĕ ( милдью чирĕпе ).Мускат ушкăнри иçĕм сортсемчен Мускат Александрийски çырлисем шултăрах, пылакрах.Ку сортран тунă эрехсем техĕмлĕрех пулаççĕ.
Сарăлни
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вăтаçĕр тинĕсри çырансемче Мускат Александрийски анлăн сарăлнă.Паян тĕнчере 55 000 гектарсемче Мускат Александрийски ӳстереççĕ.Чи пысăк иçĕм лаптăкĕ Чили тата Марокко çĕршывсемче :
- Чили : 7 800 га ( Био-Био эрехтăвакан енĕ );
- Марокко : яхăн 5 000 га ;
- Австрали : яхăн 3 600 га ;
- Франци : яхăн 2 700 га ;
- Испани : яхăн 2 500 га.
Паха эрехсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Итали :
- Пантеллерия утравсем - иçĕм çырлисем типĕтсе десертлă эрех тăваççĕ ;
- Асти тăрăхĕ - чашкăракан эрехсем тăваççĕ ;
- Греци :
- Лемнос утравĕ ;
- "Метакса" хаяр алкоголь ĕçми тăвакансем Мускат Александрийски сортран тунă эрех хутăштараççĕ ;
- Испани : Малага тăрăхĕ ;
- Португали : Сетубал тăрăхĕ ;
- Чили тата Перу : Писко хаяр алкоголь ĕçми Мускат Александрийски сортран пăслан-тарса тасатса тăваççĕ.