Орок чĕлхи
| Орок чĕлхи | |
|---|---|
| Патшалӑхсем: | Раççей |
| Регионсем: | Сахалин облаçĕ |
| Статус: | çухалакан |
| Классификаци | |
| Категори: | Еврази чĕлхисем |
| Алтай çемьи | |
| Ҫырулӑх: | кириллица |
| Чӗлхе кочӗсем | |
| ISO 639-1: | — |
| ISO 639-2: | — |
| ISO 639-3: | oaa |
| Ҫавӑн пекех пӑхӑр: Проект:Лингвистика | |
О́рок чĕлхи (ульта, уйльта) — амурçумĕнчи (нани) алтай çемьин тунгус турачĕн тунгус-маньчжур чĕлхисен кĕçĕн ушкăнне ороксен чĕлхи. Раççей Федерацин Сахалин облаçĕн Поронай тата Ноглик районĕсенче сарăлнă.
2002 çулта ирттернĕ халăх çыравĕпе Раççейре 346 орок пурăннă, вĕсенчен 64-шĕ тăван чĕлхене пĕлнĕ. Ороксем çавăн пекех Японири Хоккайдо утравĕнче пурăнаççĕ, вĕсен унти йышĕ паллă мар.
Орок чĕлхин икĕ диалект пур — çурçĕрти (тухăç сахалин) тата кăнтăрти (поронай). Хоккайдори ороксем кăнтăрти диалектпа калаçаççĕ.
Кириллицăпа йĕркеленĕ çырулăха 2008 çулта кĕртнĕ. Букваре пичетленĕ[1]. Сахалинри пĕр шкулта орок чĕлхипе вĕрентеççĕ.

2008 çулта орок чĕлхи çыруллă пулса тăнă, ун çырулăхне кириллица сасă паллисемпе йĕркеленĕ. Сахалинти пĕр шкулта çак чĕлхене вĕрентеççĕ.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- К. А. Новикова, Л. И. Сем. Орокский язык // Языки мира: Тунгусо-маньчжурские языки. М., 1997.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ↑ Дзиро Икэгами, Е. А. Бибикова и др. Уилтадаирису. Говорим по-уильтински. — Южно-Сахалинск: Сахалинское кн. изд-во, 2008. — 108 с. — ISBN 978-5-88453-211-3
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Тунгус-маньчжур чĕлхисем |
|
|---|---|
| Маньчжур чĕлхисем | |
| Тунгус чĕлхисем |
|
| Асăрхавсем: † çухалнă, пайланнă е улшăннă чĕлхесем; ¹ «чĕлхе» терминпа усă курни тавлашуллă («чĕлхе е диалект» кăткăс тупсăм пăхăр). | |