Орфографи сăмахсарĕ
Орфографи сăмахсарĕ — литература чĕлхинчи сăмахсемпе вĕсен грамматика формисене мĕнле çырмаллине кăтартакан пособи. Сăмахсене тупма çăмăл пултăр тесе алфавит тăрăх вырнаçтарса тухаççĕ.
Чăвашла орфографи сăмахсарĕсен кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Чăваш чĕлхин орфографи сăмахсарĕсем Октябрь революцийĕччен пулман, анчах орфографин тĕп йĕрке виçисем И.Я.Яковлевпа унăн вĕренекенĕсем кăларнă кĕнекесенчех çирĕпленсе юлнă, вĕсем халĕ те вăйра шутланаççĕ. Чăваш чĕлхин орфографи сăмахсарĕсем совет тапхăрĕнче çеç тухма тытăнаççĕ. Чи пĕрмĕш орфографи сăмахсарне Н.И. Ванеркке хатĕрленĕ, вăл 1926 çулта пичетленсе тухнă. Унта пурĕ 8 пин ытла сăмах кĕнĕ. Сăмахсар çумне Чăваш АССР Тĕп ĕçтăвкомĕ 1926 çулхи юпа уйăхĕн 2-мĕшĕнче çирĕплетнĕ орфографи йĕрке виçисене хушса панă. Хушса çĕнетнĕ иккĕмĕш кăларăмĕ 1929 çулта тухнă, унта пурĕ 13 пин сăмах çырса кăтартнă, анат диалекчĕн сăмахĕсемпе юнашар тури диалектра тĕл пулакан сăмахсене те кĕртнĕ, вĕсене те литература чĕлхин виçи тесе пăхнă (тĕслĕхрен, çытар — минтер, яш — йĕкĕт, куршĕ — пускил т.ыт.те).
Чи пысăк сăмахсар 1963 çулта пичетленсе тухнă (21 пин сăмах).
Чăваш АССР Министрсен Канашĕ 1967 çулхи çĕртме уйăхĕн 28-мĕшĕнче «Чăваш чĕлхи орфографийĕн тĕп правилисене» хăш-пĕр улшăнусем кĕртес пирки йышăнăва çирĕплетнĕ хыççăн «Чăваш чĕлхи орфографийĕн кĕске сăмахсарĕ» пичетленсе тухать (1969). Калăпăшĕпе 1963 çулта тухнă сăмахсартан вăл чылай пĕчĕк. 1963 тата 1969 çулсенче тухнă орфографи сăмахсарĕсем пĕр-пĕринчен чылай уйрăлса тăраççĕ. Çакă вăл уйрăмах вырăс чĕлхинчен кĕнĕ сăмахсене мĕнле çырассипе тата сăмахсене пĕрле, уйрăм е дефиспа çырассипе çыхăннă.
1990 çулта вăтам шкулта вĕренекенсем валли «Орфографи сăмахсарĕ» пичетленсе тухрĕ (авторĕ Л.П. Сергеев). Унта Чăваш Республикин Министрсен Совечĕ çумĕнчи чĕлхе, литература, истори тата экономика ăслăлăх-тĕпчев институчĕ çумĕнчи орфографи комиссийĕ орфографи йĕрке виçисене кĕртнĕ улшăнусене шута илнĕ. Сăмахсарта хушса пани те пур: хăш-пĕр пайăр ятсене (хуласемпе ялсен, паççулкăсемпе юханшывсен, орденсемпе медальсен, уявсемпе паллă кунсен ячĕсене, арçынсемпе хĕрарăмсен ячĕсене, ашшĕ ячĕсемпе хушаматсене, патшалăх йĕркелĕвĕсене, министерствăсемпе ведомствăсен ячĕсене) мĕнле çырмаллине кăтартнă.
2002 çулта «Чăваш чĕлхин орфографи сăмахсарĕ» пичетленсе тухрĕ (пухса хатĕрлекенĕ А.А. Алексеев).
Çав. пекех
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Чернов М.Ф. Чувашские словари. Ч., 1992;
- Сергеев Л.П. Орфографи словарĕ. Ш., 1990;
- Горшков А.Е. Чăваш чĕлхи. Лексика, фразеологи, пуплев культури. Ш., 1997;
- Чăваш чĕлхин орфографи словарĕ. Ш., 2002.
- Ушаков Д. Н. Орфографический словарь. Для начальной, неполной средней и средней школы. — 2-мĕш кăл.. — М.: 1935. (К 1990 году увидело свет 41 издание словаря.)
- Орфографический словарь русского языка / Ред. С. Г. Бархударов, С. И. Ожегов, А. Б. Шапиро. — М.: 1956. (Вышло 12 изданий данного словаря.)
- Розенталь Д. Э. Прописная или строчная? Опыт словаря-справочника. — М.: Русский язык, 1984.
- Шаблон:Кĕнеке:Русский орфографический словарь
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |