Контент патне куҫ

Офорт

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Виçĕ йывăç, 1643

Офорт (фр. eau-forte — азот йӳçĕкĕ, сăмахла куçарсен — «çирĕп шыв»), тата аквафорте (итал. acquaforte) — тимĕр-шăран çинче чĕрсе каснă, станоклă графикан тарăн пичет мелĕ, ĕçленĕ май ÿкернине йӳçĕкпе çийентерсе, пичеть калăпĕнчен («хăминчен») çапăнтарса илсе пичет тĕслĕхĕсене илме май паракан гравюра тĕсĕ. XVI ĕмĕртен паллă. Офорт мелĕпе Альбрехт Дюрер, Жак Калло, Рембрандт тата ыттисем те ĕçленĕ.[1]

Пĕрремĕш хурçă çинче каснă çийентерсе илнĕ пичет ĕçĕсене эпир Аугсбург ăсти — Даниэль Хопферĕн 1501-1507-мĕш çулсенчи ĕçĕсем тăрăх пĕлетпĕр. Çав вăхăталлах швейцар гравёрĕ У. Граф твмиçе офорт ĕçĕ ăсталанă, вĕсенчен чи палли 1513-мĕш çула лекет. 1515-1518 -мĕш çулсенч Альбрехт Дюрер хурçă çинче ултă офорт хайланă, вĕсен хушшинче унăн паллă ĕçĕ — «Пысăк тупă» та пур.

Пичеть калăпне çакăн пек хатĕрлеççĕ — тимĕр-шăран питне ирĕлтернĕ ăвăса е йӳçĕк çийентереймен лакпа хуплаççĕ, каярах ун çинче чĕрсе квсса ÿкерчĕк тăваççĕ. Унтан вара пичет калăпне йӳçĕкпе тултарнă савăта хураççĕ, йӳçĕкĕ чĕрсе уçнă вырăнĕсене çийентерсе тарăнлатать.Ун хыççăн тимĕр хăммине лакран е ăвăсран тасатаççĕ. Пичетлес умĕн сăрăпа хупласа яка лаптăкне çĕтĕкпе тасатаççĕ, тарăн вырăнĕсенче юлнă сăрă пичетленĕ май хут çине çапăнса тухать. Çапла вара, офорт тарăн пичет меслетĕсенчен пĕри пулса тăрать.

Офорт ăстисем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Паллă офорт «Арман», 1641
  • Звонцов В., Шистко В. Офорт. Техника. История. СПб: Аврора, 2004 ISBN 5-7300-0717-5

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]